Добавить
Уведомления

Культура форумне хатĕрленеççĕ

Ачасен çуллахи канăвне усăллă, тавра курăмне аталантарма пулăшас тĕллевпе Чăваш Енри культура министерстви, республикăри культура тата ӳнер институчĕ пултаруллă яш-кĕрĕме Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча форумне илсе кайма ушкăн йĕркелет. Вăл çурла уйăхĕнче Мускава çул тытĕ. Форум пӗрремӗш хут Мускавра ВДНХра иртет. Çак форум ачасен, вĕрентекенсен, культура ĕçченĕсен ҫитӗнӗвӗсене кăтартма тата вăйлатма пулăшакан вырӑн пулса тӑрӗ. Чăваш Енĕн пултаруллă ачасен ушкăнне 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнисен хушшинчи 7 пултаруллӑ ача кĕнĕ. Вĕсем Шупашкартиача-пӑча музыкин 1-мӗш шкулӗн, Шупашкарти ача-пӑча ӳнерĕн 1-мӗш шкулӗн, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Елчӗкри ача-пӑча искусство шкулӗсен, Шупашкарти 2-мĕш гимназин тата ытти вĕренӳ учрежденийĕнче ăс пухакансем хутшăнĕç. Вĕсем юрă-кĕвĕ, ташă, театр, ӳнер искусствисен тӗрлӗ жанрӗсенче пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Фестивале хутшăнакансем концертсене, тĕрлĕ мастер-классене хутшӑнӗҫ, Мускаври профессиллĕ пĕлӳ паракан вӗренӳ учрежденийĕсемпе тата çĕршывăн тĕп хулинчи паллӑ вырӑнĕсемпе паллашӗҫ

12+
35 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии