Хамăрах варалатпăр
Çуркунне çитсен хĕвел хĕртсе пăхать. Чылайăшĕ çут çанталăка туртăнать – выляççĕ, савăнаççĕ. Анчах та хăйсем хыççăн тирпейсĕрлĕх хăвараççĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче те çавнашкал вырăнсем сахал мар. Вĕсенчен пĕрне пирĕн ĕçтеш Алексей Зотиков çитсе курчĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Сĕтел, икĕ тенкел. Уçă сывлăшра канма кунта пĕтĕм майсем пур. Эпир çитнĕ чухне ку вырăнта икĕ çамрăк ларатчĕç. Пире курнипе кайрĕç. Хăяр банкине те пăрахса хăварчĕç». Унпа пĕрлех кунта чылай каяш выртать – пластик савăчĕ, кĕленче, пăкă, хутаç тата ытти те. Паллах, пĕр талăкра пухăннă япала мар ку. Çут çанталăкра каннă хыççăн çӳп-çапа пуçтармалла. Анчах та кун пирки чылайăшĕ те пĕлмест, те кутăнланать, те урăх сăлтав. ЕЛЕНА АКИЛОВА: «Каяш ыйтăвĕ ку вырăнта кăна мар. чылай çĕрте çивĕч. Хĕлле çынсем çӳп-çапа унта-кунта пăрахаççĕ. Çуркунне çитсен, юр ирĕлсен веçех çиеле тухать. Пăхма та хăрушă». Елена Акилова ку çырма урлă тăтăшах çӳрет. Каяшсем выртни пикен чунне ыраттарать. Çивĕч ыйтупа кĕрешме кашни çыннăн хăйĕнчен пуçламалла, ачасене, тус-юлташсене тĕслĕх кăтартма тăрăшатăп пĕлтерет çамрăк. Ку çырмара канма хатĕрленĕ вырăнсем татах та пур. Анчах унта та савăнмалли çук – йĕри-тавра çӳп-çап кăмăла хуçать. Тирпейлесен таса, çапах та вараламасан тата тасарах. Ку сăмахсене вырăс çыравçи Антон Чехов XIX ĕмĕртех каланă. Çапах та ку каларăш халĕ те пĕлтерĕшлĕ. ЕЛЕНА ХОМЧЕНКО: «Чăваш Енре каяшсене уйрăм пуçтармалли программа пурнăçланать. Районсемпе хуласем çӳп-çап пуçтармалли вырăнсем палăртнă. Эпир республикăра пурăнакансене яваплăрах пулма ыйтатпăр. Çут çанталăка упрасси хамăртан килет». Çӳп-çапа уйрăм пуçтармаллине тăтăшах калаççĕ. Чылай каяша тепĕр хут усă курма пулать. Çакна ачаранах вĕрентсен çут çанталăк та тасарах пулĕччĕ. Алексей Зотиков, Игорь Зверев