Музейсен каçĕсем иртрĕç

Çу уйăхĕнче республикăри культура учрежденийĕсем Раççей шайĕнчи пуçарăва хутшăнса Музей каçĕсем ирттерчĕç. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи космонавтика музейĕнче ăслăлăхпа техника куравĕ пулчĕ. Унта каçхине çеç мар, кăнтăрла та куракансене йышăннă иккен. Шăпăрлансем «Тĕнче уçлăхĕнчи сăн ӳкерчĕксем» проекта хутшăнма пултарнă. Çавăн пекех Трактор историйĕн музейĕнче те республикăра пурăнакансем Музейсен каçне хутшăнса вăхăта усăллă тата кăсăклă ирттерме пултарнă. Ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те ял хуçалăхра, промышленноçра, строительствăра усă куракан «тимĕр утпа» çывăхрах паллашма пултарчĕç музейсен каçне хутшăннă май. Куракансене питĕ кăсăклă программа хатĕрленĕ. Трактор историйĕпе паллашнисĕр пуçне вĕсене руль умне ларнă хĕрарăмсем тракторпа çӳрес ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ иккен. ОЛЬГА ЛАСТОЧКИНА: «Эпир тĕрлĕ раритетлă тракторсем çинче ярăнатпăр. Европăра тунисем те пур. Хамăр çĕршывра тунисем те пур. Эпир, чăнах та, техникăна питĕ юрататпăр. Пирĕн хушăра троллейбус водителĕ те пур. Фитнес тренер, торт пĕçерекенсем. Çавăнпа пĕрлештерет пире çак техникăна юратни».

12+
27 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии