Халăх асĕнче хăваракан тарăн йĕр

Сумлă ентешсен çулталăкĕнче Чăваш Ен наци телевиденийĕ те çитĕнÿпе, ăс-тăнпа, пархатарлă ĕç-хĕлпе хисепе тивĕçнĕ çынсемпе паллаштарать. Хальхинче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ 5 хут тĕнче чемпионĕпе, Европӑн абсолютлӑ чемпионкипе Мая Костинăпа тата Шупашкарти 59-мĕш шкулти пуçаруллă вĕрентекенпе, медиастуди ертÿçипе Наталья Ивановăпа курса калаçрĕ. Ентешсем халăх асĕнче хăваракан тарăн йĕр çинчен малалла Юлия Адюкова репортёр каласа парĕ. Шупашкарти 59-мĕш шкула журналистсен пĕрлĕхĕпе танлаштарма та пулать. Кунта радиокăларăмпа хаçат-журнал та кăлараççĕ, сюжетсем те ÿкереççĕ. Çак ĕçе йĕркелесси пĕтĕмпех Наталья Ивановăн ачалăхри çутă ĕмĕчĕ пулнă иккен. Çитĕнсен вĕрентекен çулне суйласа илни те тĕллеврен пăрман ăна, мĕншен тесен 2017-мĕш çулта тĕрев укçи пулăшнипе шкулта медаистуди уçăлнă. Шăпах ун чухне пултаруллă вĕрентекен çĕр çинче ĕмĕтсене пурнăçлакан асамлăх пуррине хай куçĕпе курнă. Наталья Васильевна тăрăшнипе ачасем шкул пурнăçĕ çинчен репортажсем, православи чиркĕвĕсемпе мăнастирсем çинчен документаллă фильмсемпе журналсем кăлараççĕ. Вĕрентекен никама та уйăрмасть: асли те, çамрăкĕ те, хĕвтесĕрри те кружокра журналистика вăрттăнлăхне тĕпчеме пултарать. – Наталья Васильевнăпа ĕçлеме питĕ лайăх. Вăл юлташ пек, яланах пулăшать. Наталья Иванова шучĕпе XXI-мĕш ĕмĕрте кашнинех тĕрлĕ тытăмра аталанма ĕлкĕрмелле. Çавăн пек ĕçлесен çеç этем чыса тивĕçет. ЕЛЕНА АЛЕКСЕЕВА: «Пĕр мероприяти те пирĕн шкулта унсăр иртмест, яланах видеокамера, яланах фоторепортажсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ сюжет вĕсем хайлаççĕ, çав тери маттур, пултаруллă. Хăйĕн ăсталăхне вăл ачасене кăна мар, пире те парать, пирĕнпе пĕрле кашни мероприятинче». Ĕмĕтлĕ çын – çунатлă тесе Европӑн абсолютлӑ чемпионки Мая Костина çинчен пĕр ÿстермесĕр калама пулать. Ачалăхри шухăшĕпе – артиста вĕренсе куракан умне тухайман пулсан та, вăл çÿллĕ тÿперен мĕн-пур халăха умĕнче пулма пултарнă. Парашют спорчĕ унăн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăнă. Вĕçевре хайне ирĕклĕ тытакан спортсмен тĕнче чемпионатĕнче 5 хут çĕнтернĕ, 6 хутчен РСФСР чемпионки пулнă, Совет Союзĕн рекордне вара 38 хутчен çĕнетнĕ. Ăмăртусемпе хатĕрленÿ тапхăрĕсем тахçанах хыçа юлнă пулин те, Мая Петровнăна паян та парашют спорчĕ вăй-хал парать, çунатлантарать. Юлия Адюкова, Никита Павлов, Екатерина Никитко, Георгий Кривошеин

12+
4 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии