Атăлçири ăнăçлă çемье
Ăнăçлă çемье чи малтан – пĕр-пĕрне юратакан, хисеплекен йыш. Кунашкал çемьери ашшĕпе амăшĕ ачисем валли те вăхăт уйăраççĕ, хăйсем те аталанаççĕ. Ырă, çутă, таса чун-чĕреллĕ кил-йышра телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Спортра та, пултарулăхра та ăнăçлă вĕсем, аслисенчен тĕслĕх илеççĕ. Шупашкарта «Атăлçи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье» конкурсăн регионти тапхăрĕ иртрĕ. Унта 13 çемье мала тухассишĕн тупăшрĕ. Тĕп хулара пурăнакан Падиаровсен-Прокопьевсен çемйи вара мала тухрĕ. Падиаровсен-Прокопьевсен çемйи 12 ача çитĕнтерет. Нумай ачаллă çемьере пĕчĕкренех юратма, туслă пурăнма, тĕллев патне çирĕп утма вĕрентеççĕ. Мария Ивановнăпа Евгений Петровичăн ачисем пурте кадет класĕнче пĕлӳ пухаççĕ. Вĕсем пурте вĕренӳре, спортра, искусствăра палăрнă. РАИСА КИРИЛЛОВА: «Вĕсем питĕ тирпейлĕ, йĕркеллĕ, маттур ачасем. Вĕсем вĕренӳре те питĕ маттур. Класра тĕрлĕ конкурссене те часах хутшăнаççĕ. Малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сăвă, ӳкерчĕк конкурсĕсем тата вĕсем район, республика конкурсĕсене хăйсен ĕçĕсене ярса параççĕ. Класра вĕсене ачасем питĕ хисеплеççĕ. Вĕсемпе юлташла пуласшăн тăрăшаççĕ». Кунашкал конкурссен тĕллевĕ, çемье хаклăхне, сумне ӳстерессипе, йăла-йĕркене упрассипе, усрава илнĕ ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарассипе çыхăннă. Тĕслĕх шайĕнчи çемьесем пĕр-пĕринпе паллашни, туслă çыхăну йĕркелени, кашнин опычĕпе паллашни те паха. Тĕслĕх шайĕнчи Падиаровсен-Прокопьевсен çемйи халĕ финала хутшăнма хатĕрленет. Вăл утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче – çемье, юрату, шанчăклăх кунĕнче иртĕ. Елизавета Цветкова, Милена Алексеева, Игорь Зверев