Малашлăхĕ пур

«Канаш хулин тиеве пĕр транспортран теприн çине куçармалли центр пулма пултарĕ. Çакна тума муниципалитетăн пĕтĕм май пур». Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Канашра пулнă май пĕлтерчĕ. Ĕçлĕ çул çӳрев вакун тăвакан заводран пуçланчĕ. Йывăрлăхсене парăнтарнă предприяти ура çинче халĕ çирĕппĕн тăрать. Иртнĕ çулта тăватă пин те икçĕр вакун кăларнă пулсан кăçал пĕр пин нумайтарах тума тĕллев лартнă. ПАВЕЛ ПАВЛОВ: «Кунта халь рама пуçтаратпăр. Тепĕр майлă каласан, цементовоз. Пĕрремĕшĕнче деталь пуçтаратпăр. Кайран çавнашкал пысăк рама пулать. Ĕçе хăнăхнă. Мана питĕ килĕшет кунта ĕçлеме. Ытла йывăрах мар». Йывăр тиевлĕ вакунсем кăларакан заводсем Раççейре нумай мар. Вĕсенчен пĕри шăпах Канашра вырнаçнă. Ку хулан аталанăвне пысăк тӳпе хывать. Предприятин самана таппипе тан пырать. Кунта ĕçе цифра хатĕрĕсем кĕртесси анлă сарăлса пырать. – Цифра енĕпе вакунсене тишкерсе вĕсен пурнăç çулне пĕтĕмĕшле тĕпчесе тăма май пулать. Ку ĕнтĕ детальсене хатĕрленинчен пуçласа ăна утилизаци тунă таранчен. Ĕçе çакăн пек йĕркелени вакунсен пахалăхне çӳллĕ шая хăпартма май парать. Унсăр пуçне тĕрлĕ енпе контрафакт енĕпе ĕçлекен предприятисене сирме çак ĕçрен сирме май парать. Цифра хатĕрĕсем кĕртни чукун çул çинчи хăрушсăрлăха та ӳстерет. Завод çĕнĕ продукци кăларни çынсене ĕç вырăнĕсемпе тата пысăк шалупа тивĕçтермелле палăртрĕ республика ертӳçи. Канаш хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ятарлă ларура тишкерчĕç. Иртнĕ çулта Канаш хулинче чылай ĕç пурнăçланă. Сăмахран, каяш купине рекультивациленĕ. Ăна «Экологи» наци проект шайĕнче пурнăçланă, 87 миллион тенкĕ тăкакланă. Хула тавралăхне хăтлăх кĕртесси те тимлĕхре. Кунта «12 çул» проект пурнăçланать. МАРГАРИТА ДАНИЛОВА: «Хулари культура керменĕ çумĕнчи парка питĕ юсама пуçларĕç. Ăна мĕнпур хула кашни кунах пăхса, фотосем ӳкерсе, хайсем инстаграм çине тăратса. Хула халăхĕ питĕ хастар хутшăнчĕ. пурте хăйсен чĕрипеле ыратрĕç. Мĕнле пулать-ха хулари парк тесе». «Çитĕнӳсем пур, паллах. Çапах та ĕçлемелли те сахал мар. «Чи пĕлтерĕшли – вырăнти влаç органĕсен, кунта пурăнакансен пуçаруллăрах пулмалла», – терĕ республика ертӳçи. Алексей Зотиков, Игорь Зверев

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии