Тăван ен илемĕ – пир çинче
Кашни сăрă, кашни тĕс пир çине выртса тăван кĕтесĕн çут çанталăк мăнаçлăхне туйса илме май парать. Ял-и, хула урамĕсем-и, хĕлле е çуллахи çанталăк-и? Унăн ĕçĕсемпе киленнĕ май тăван çĕрĕн илемне, тăван кĕтесĕн илĕртӳллĕхне туллин туйса илме пулать. Сăмах, чăваш халăх ӳнерçин Анатолий Данилов ĕçĕсем пирки пырать. Тăван кĕтесе юратакан ӳнерçĕн ĕçĕсем республикăн культура, ӳнер тытăмне аталантарас ĕçе те пысăк витĕм кӳнĕ. Анатолий Данилова ĕçĕсен сумне кура ӳнерçĕне литература тата ӳнер тытăмĕнче Чăваш Республикин патшалăх премине тивĕçессишĕн кандидатурине тăратнă. Шăпах, çак тĕлĕшпе пуху иртрĕ те. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ. Анатолий Данилов вара хăйĕн ĕçĕсене çырма хистенĕ хавхалану туйăмне тупнă вăрттăнлăха уçса пачĕ. АНАТОЛИЙ ДАНИЛОВ: «Хамăр ялта, районта эпĕ питĕ нумай ӳкернĕ. Вĕренсе пĕтерсен нумай çĕршывсенче çӳресе курнă, анчах чăваш çĕрĕ пек чипер çĕр урăх çĕрте ниçта та курман. Çавăнпа эпĕ ăна юрататăп. Чăваш çĕршывĕ çинчен нумай картинăсем, питĕ нумай ӳкеретĕп, тăватăп, малалла та ĕçлесшĕн. Кăтартасшăн çав картинăсенче çынсенче, пĕлччĕр, чăваш çĕрĕ вăл питĕ анлă, питĕ чипер, сăпайлă, ĕçлекен çынсен çĕршывĕ». Унăн ÿкерчĕкĕсене тинкерсе пăхсан шухăш-ĕмĕтпе республикăн пĕр-пĕр кĕтесне лекнĕ евĕр туйăнть. Каш-кашлакан вăрман, пуян уй-хир, çырма-çатра тата ытти те. Вĕсем урлă ÿнерçĕ çутçанталăка юратма, илемлĕх тĕнчине курма тата туйма вĕрентет. Курава килекенсем вара ĕçсемпе киленнĕ май, паллă ÿнерçĕпе мухтаннине калаççĕ. АЛЕКСЕЙ КРЯЖИНОВ: «Унăн темиçе çĕр картина та. Çав картинăсенче шухăш пырать – вăл тăван çĕршыва юратни, тăван ялне юратни, çынсене юратни. Илсе пăхар-ха унăн картинине, вырăсла çырнă унта – мама тесе. Унта унăн амăшĕ тăрать сад пахчинче, анчах-анчах юр ӳкнĕ, панулмисем выртаççĕ çав юр çинче. Вăл унта витре çине пухнă. Вара тăрать. Вăл мĕнле чуна пырса тивекен картина». «Малашнехи тĕллевсем те чылай», – палăртать ÿнерçĕ. «Тăван хуламăр тата Чăваш Енĕмĕрĕн илемĕ малалла ĕçлеме хавхалантарть», – тет вăл. Чăваш çĕрĕ ӳнерçĕшĕн çĕр пин юрă, çĕр пин кĕвĕ, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ çеç мар, çак иксĕлми пуянлăха пир çинче сăнлама май паракан асамлă кĕтес те пулса тăрать