Çуракине хатĕрленеççĕ

Çурхи тапхăрта йăлана кĕнĕ тăрăх, аграрисем çуракине хĕрӳ хатĕрленеççĕ. Кăçăл çурхи ĕçсене 545 000 гектар лаптăкĕ çинче пурнăçлама тĕллев лартнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çĕр улми тата пахча-çимĕç лартма çĕр лаптăкĕ ытларах уйăрĕç. Халĕ техника, минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли шĕвек хатĕрлеççĕ. Санкцисем ял хуçалăх тытăмне те витĕм кӳреççĕ. Кăлтăклă самантсене Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура тимлĕх уйăрчĕç. Санкцисем кĕртнĕ май вăрлăх тата техника таврашне кӳрсе килессипе кăлтăксем сиксе тухнă. Вăрлăхлăх сухан 10 тоннăна яхăн кӳрсе килме ĕлкĕреймен. Халĕ урăх регионтан туянма майсем шыраççĕ. Ял хуçалăхра усă курмалли 13 техникăшăн укçи-тенкине тӳлесе хунă, анчах та вĕсене кӳрсе килессипе йывăрлăхсем пур. Пĕтĕмĕшле трактор-машин таврашне юсаса йĕркене кĕртнĕ, акана тухма хатĕр. Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле аграрисем çуракине тухма хатĕр, анчах та кăçалхи хĕл юр нумай пулнăран, çĕр нӳрĕ пулĕ. Çакна май ĕçсене кăшт каярах пуçламалла пулĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура вăррисем çителĕклĕ. Минераллă удобрени тата усăллă им-çам таврашне туянас ĕçре кăлтăксем çук

12+
68 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии