Шахматçăсем пухăнаççĕ

Чăваш Ен Раççейри шахмат спорчĕн тĕп лапамĕ пулса тăрĕ. Авăн уйăхĕнче Шупашкарта пĕтĕм çĕршыв шайĕнчи шахмат ăмăртăвĕн суперфиналĕ иртĕ. Кăçалхипе çакă арçынсен 75-мĕш, хĕрарăмсен 72-мĕш чемпионачĕ пуласси паллă. Паян Мускаври Ботвинников ячĕпе хисепленекен Шахматçăсен тĕп çуртĕнче кун пирки калакан килĕшĕве çирĕплетрĕç. Шахмат – пĕрре пăхсан вăйă та, тĕшшине курсан – ÿнер, алла илессине тимлесен вара питĕ кăткăс ăслăлăх. Çакăн пек сăмахсем каланă хăй вăхăтĕнче тĕнчен 9-мĕш чемпионĕ Тигран Петросян. Ку вăййа Хаяр IV Йăван тата I Петĕр патшасем те кăмăлланă. Вĕсен çÿпçисенче шăмăран, фарфортан тата хурăн хуппинчен тунă шахматсем упраннă. Килĕшĕве алă пусса çирĕплетиччен шăпах шахмат музейĕнче экскурси пулчĕ. Шупашкар шахмат спорчĕн Раççейри тата тĕнчери çĕнĕ тĕп хули пулса тăрĕ. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнчи партисем еплерех пынине республикăри шахмат спортне кăмăллакансем сăнĕç. Онлайн-мелĕпе вара тĕнчери кирек мĕнле çын та курма пултарĕ. Самах май, ăмăртăва Сергей Карякин гроссмейстер та, тĕнче чемпионĕ Анатолий Карпов та килĕç. Вĕсем Чаваш Енри аслă пĕлу паракан учрежденисенче шахмат шкулĕсем уçнăччĕ. Авăн уйăхĕччен республикăри физкультурăпа спорт министерстви «Шкулсене шахмат» программăна туллин пурнăçлама палăртнă. Халĕ Вĕрентÿ институтĕнче Чаваш Енри вĕренÿ заведенийĕсем валли шахмат тренерĕсене хатĕрлеççĕ. Лариса Васильева, Татьяна Молокова, Юрий Марков

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии