Вулатпăр тата вылятпăр

Вулатпăр тата вылятпăр. Сăмах кĕвĕне усă курса хайлава илемлĕ вуласси пирки пырать. Республика шайĕнчи конкурс кăçал пĕрремĕш хут иртрĕ. Ăна Вырăс драма театрĕ çĕр çул тултарнине халалланă. София Толстова илеме сĕрме купăспа танлаштарать. Тĕп шухăшне ăнланма ансат мар пулин те вăл кашни çын чунне савăнтарать, хăйĕн патне туртать. СОФИЯ ТОЛСТОВА: «Давид Самойловăн пултарулăхĕ мана питĕ килĕшет. Çак конкурса та эпĕ унăн «Красота» сăввипе хутшăнатăп. Вăл ман чуна тыткăнлать. Илем пирĕнпе юнашар. Ăна курма кăна пĕлмелле». Софийăпа Настя – иккĕшĕ пĕрле – сцена çинче пĕрремĕш хут. Çапах та пĕр-пĕрне пикесем аван ăнланаççĕ. Малалла та пĕрле ĕçлеме палăртаççĕ. АНАСТАСИЯ ЕРИЛЕЕВА: «Давид Самойловăн сăввине выляма çăмăл. Унăн сăмахĕсем кĕвĕ çине выртса пыраççĕ, анчах кирек мĕнле сăвва вулама тата выляма пулмасть. Çавăнпа сăвăран нумай килет». Хĕрсем сцена çине сăвăпа тухрĕç пулсан Дмитрий Трофимов калавпа тыткăнларĕ. Вăл Виктор Астафьевăн вырăс пахчине халалланă хайлавне вуларĕ. ДМИТРИЙ ТРОФИМОВ: «Вырăс халăхĕшĕн кăна мар пахча питĕ пысăк вырăн йышăннă. Ют çĕр те те, вырăнта та, салтак чухне те вăрçă чухне те вăл яланах çынна тăрантарнă. Йывăр вăхăтра пулăшнă. Килти çемье пирки аса илтерме пулăштарнă». Уйрăмах çĕр улмие мухтать автор. Унпа темле апат-çимĕç те пĕçерме пулать. «Вулатпăр тата вылятпăр» конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ – вырăс тата совет классики, чăваш композиторĕсемпе писательсен, поэтсен хайлавĕсем. Кашни номинацинче çĕнтерӳçĕсемпе лауреатсене палăртрĕç. Малашне конкурса кашни çултах ирттерме палăртаççĕ ăна йĕркелекенсем. Алексей Зотиков, Игорь Зверев

12+
18 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии