Тирпейлекен пĕрлешӳсем — пĕр тĕвĕре

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан делегаци Мускавра «Продэкспо» куравра ĕçлет. Конкурссем, çавра сĕтелсем, семинарсем – уяв пуян иртет. Ĕçлĕ тĕл пулусем те нумай йĕркелеççĕ. Раççейри технопарксемпе кластерсен ассоциацийĕн ертӳçипе Андрей Шпиленкопа тĕл пулса канашлани Чăваш Енре тирпейлекен предприятисен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ чухне пулăшмалла. Чăваш Енре 200 ытла пĕрлешӳ – ял хуçалăх тытăмĕнче. Агропромышленность кластерне Чăваш Енре йĕркелесе ярасси пирки пĕрре мар ыйту çĕкленнĕ. «Кирлĕ» – республика ертӳлĕхĕ çапла час-час калать. Раççейри технопарксемпе кластерсен ассоциацийĕнче иртнĕ канашлура та ку ыйту мала тухрĕ. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Ыйтусенчен пĕри вăл – çак тирпейлекен промышленность предприятисене кластер йĕри тавра пĕрлештересси. Вĕсем пирĕн республикăра нумай, 212 тирпейлекен предприяти, унсăр пуçне шыв кăларакан предприятисем тата 23 предприяти. Çак кластер тавра пурне те пуçтарсан ку предприятисен патшалăх пулăшăвне илме май пулать». Тирпейлекен пĕрлешӳсене пĕр тĕвве пухни патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курма, çĕнĕ технологисемпе ытларах ĕçлеме, тавар хăйхаклăхне чакарма май памалла. Çакна район ертӳçисем те ырласа йышăнаççĕ. ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Паянхи кун пирĕн районти пĕтĕм çĕрсене усă кураççĕ фермерсем. Паян эпир вĕсемпе тĕплĕн калаçса пыратпăр. Вĕсем переработка пирки шутлаççĕ, ăна малалла аталантарасшăн. Унсăр пуçне ытти инвесторсемпе калаçса промышленноç енĕпе те шутлатпăр ĕнтĕ хамăр района инвесторсене илсе килме». Тăван тавралăха упрамалла, яваплă пулмалла, ертӳлĕх пахалахĕ пысăк шайра тăмалла тата ытти те. Çаксене мала кăларсан промышленнăçри технопарксем проекта 2 çулта пурнăçлама 500 миллион тенкĕ таран та тĕрев илме пултараççĕ. Пулăшу илекен пĕрлешӳ Чăваш Енре те пур. Вăл – «Абат» промышленнăй технопарк. Кухньăра кирлĕ оборудование кăларакан вăтам тата пĕчĕк пĕрлешӳсем пĕрле пухăнса ĕçлеççĕ кунта

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии