Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе малашне çĕнĕлле усă курма юрать. Унта çурт лартма та ирĕк пур халĕ, анчах та çак çĕр лаптăкĕ хресчен е фермер хуçалăхĕн пурлăхĕ шутланмалла. Ку ыйтăва тĕплĕнрех «Гарант» компани уçăмлатать. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Малашне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче те çурт лартма юрать, анчах та унăн хресчен е фермер хуçалăхĕн пурлăхĕ шутланмалла. Çакăн пирки калакан улшăну пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕчĕ, анчах та хăш-пĕр чарусем пур. Çак çĕр çинче пĕр çурт çеç лартма юрать. Вăл виçĕ хутран ытлашши пулмалла мар. 500 тăваткал метр лаптăкран иртме юрамасть". Çуртсем пĕр хутлă пулмалла. Йĕрке тăрăх, 3 хутран çӳллĕрех хăпартма юрамасть. Лаптăкăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕнче вырнаçтарма пултараççĕ çак çурта. Регионти влаç тытăмĕнче вăй хуракансем строительство ĕçĕсене пурнăçламалли лаптăксене палăртса ирĕк параççĕ