Социаллă ыйтусем тимлĕхре
Кашни çулах ачасене пĕрремĕш класа ярас текенсен шкула йышăнма заявлени çырмалла. Кĕçех вĕсене йышăнас ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланĕ. Çак ыйтăва тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ĕçлĕ ларура тимлĕх уйăрчĕç. Çавăн пекех ĕç çухатнисене еплерех пулăшупа тивĕçтернине сӳтсе яврĕç. Çĕнĕ 2022-2023-мĕш вĕренӳ çулĕнче пĕтĕмĕшле республикипе 16 800 ача пĕрремĕш хут партта хушшине ларĕ. Çулран çул пĕрремĕш класа каякан ачасен шучĕ ӳссе пырать. Апла пулин те республикăри шкулсенче кашнинех тивĕçлĕ вĕрентсе пĕлӳ пама, ачасене аталантарма тăрăшаççĕ. Тĕп хуламăрта хăш-пĕр шкулсенче кирлĕ пулсан хушма пĕрремĕш классем те уçассине палăртрĕç ларура. Уйрăмах 1, 6, 9, 31, 53, 56, 61, 64, 65-мĕш шкулсенче пĕрремĕш класа килекен ачасем йышлă. Заявлени йышăнасси яланхиллех икĕ тапхăрпа иртĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен пĕрремĕш тапхăр пырĕ. Заявление виçĕ майпа çырма май пур. Яланхиллех вырăна çитсе, патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен сайт урлă, çавăн пекех вĕрентӳ пулăшăвĕсен хутламĕнче çакна тума май килет. Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви куллен ĕç рынокне тишкерсе тăрать. Паяна ĕçсĕр тăрса юлнă 4 629 çынна шута илнĕ. Çулталăк пуçланнăрапа 4 334 çынна çĕнĕ вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Йывăр ларура ĕçпе тивĕçтерекенсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшĕç. Тĕслĕхрен, пĕр предприятинче ĕçе çухатас хăрушлăх тухса тăнă çынсене вырăнпа тивĕçтернĕшĕн ĕç укçине тӳлемелли тăкаксен пĕр пайне субсиди тӳлесе саплаштарĕç. Çак пулăшупа икĕ пине яхăн çын усă курмалла. Çавăн пекех çынсем ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă общество ĕçĕсене хутшăнса хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илнисĕр пуçне пособие те параççĕ. Маргарита Мельникова, Бахтияр Велиев