Раççее юратнине кăтартакан йĕркесем

Куçа илĕртекен мăнаçлă Атăл, ешерекен хирсем, çурхи уяв салючĕ тата ытти те – йĕрке хыççăн йĕрке. Сăвă-и, юмах-и, гитара каласа шăрантаракан юрă – пуринче те çĕршыва кăмăллани курăнать. Шупашкарта «Куççуль тухичченех юратакан Раççейĕм» регионсен йышĕнчи литературăпа музыка фестивалĕ иртрĕ. Катя Тимофеева 4-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. Вăл йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалама юратать. Пĕринче, тӳпенелле пăхса тăнă чухне, вăл çут çăлтăра асăрхать. Çав вăхăтра унăн пуçĕнче юмах çырасси çуралать. Шухăшланă, тунă. Хатĕр ĕçпе вăл регионсен йышĕнчи литературăпа музыка фестивальне хутшăнчĕ те. Хĕрачан тĕллевĕ – сăвă çырма вĕренесси. Тĕрлĕ çитнĕ сăвăç пултарулăхĕпе паллашни унăн ăсталăхне ӳстерме май памалла та. Тăван алăк урати патне илсе çитерекен çул, çĕршыва хӳтĕлесе пуç хунисем, тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе куçа илĕртекен çеçенхир – сăвăçсем шăрантаракан кашни йĕркере тăван тăрăха юратни сисĕнет. Иккĕмĕш хут иртекен фестивале хальхинче 8 регионти сăвăçпа юрăç хутшăнчĕç. Раиса Казакова çак конкурс пулассине пĕлсен Мускавранах çитнĕ. РАИСА КАЗАКОВА-СЕЙТ: «Çак уява эпĕ çак тĕллевпе килтĕм. Чăваш чĕлхине, чăвашăн культурине малалла аталантарса çĕклесе пырас тесе. Юрлатăп уççăн чăваш юррине, пĕлетĕп эпĕ чăваш вăйлине, упрасчĕ ман чăваш пурлăхне, çÿлти шая çĕклесчĕ ятне. Чăваш ĕç-хĕлпе çирĕпленет, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлет. Чăваш çăлтăрсем патне вĕçет, чăвашсене халь тĕнче пĕлет». Сăвăçсемпе çыравçăсем çеç мар, ку хутĕнче хăйĕн сăввисене кĕвĕлесе гитарăпа юрлакан ăстасем те пулчĕç

12+
115 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии