Ĕçе вырнаçнă
Шупашкарти агрегат завочĕ сахалтан та 56 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме хатĕр. Сăмах, Донецк тата Луганск республикисенчен килнисем пирки пырать. Вĕсене пулăшас тĕллевпе заводра тата ытти тĕрев те пур. Малалла – тĕплĕнрех. Шупашкарти агрегат заводĕнче Сергей Филатов пĕр эрне ытларах ĕçлет. Чăваш Ене вăл Донецк республикинчи Волноваха хулинчен пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче çитнĕ. Шупашкарта унăн хĕрĕ пурăнать. Çавăнпа хăш региона каяссинче иккĕленӳ пулман арçыннăн. Завода ĕçе вырнаçни вара питĕ ăнсăртран пулнине палăртать Сергей Филатов. СЕРГЕЙ ФИЛАТОВ: «Урампа утса пыраттăмччĕ те агрегат заводне курах кайрăм, кĕтĕм, ыйтрăм, тӳрех ĕçе илчĕç. Пĕр чăрмавсăрах. Малтан эпĕ усламçă пулнă. Ку халĕ çĕнĕлĕх. Ăна пĕлме яланах кăсăклă». Сергей Филатов Чăваш Республикинчех тĕпленме шутлать. Кунта вăл пурăнмалли вырăн туянма шухăшлать. Ку ĕçре хальлĕхе ăна завод пулăшать. ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Трактор концернĕ Украинăран килнĕ çынсене материаллă пулăшупа тивĕçтерет. Пĕр çын пуçне 10 000 укçа парать тата хваттер тара тытаççĕ пулсан çын пуçне 12 000 компенсаци икĕ çын пулсан арăмпе упăшки пулсан 18 000 укçапа тивĕçтерет». Шупашкарти агрегат заводĕнче куçса килме тивнĕ пиллĕк çын ĕçлет. Ĕçе вырнаçнисене ура çине тăма тесе пĕр хут 10 000 тенкĕ хушса тӳлеççĕ. Çĕнĕ профессине алла илме те пулăшма шантараççĕ кунта. Çывăх вăхăтра завода тата сакăр çын ĕçе вырнаçмалла. Халĕ вĕсем предприяти шучĕпе медицина тĕрĕслевĕ тухаççĕ, кирлĕ хутсене хатĕрлеççĕ. Алексей Зотиков, Анна Цинтовская, Юрий Марков