Чечексем хучĕç

500 000-рен пуçласа пĕр миллион çурă эрмене тĕп тунă. Тĕрлĕ çăлкуç палăртнă тăрăх, 1915-1923-мĕш çулсенче Усман империйĕнче шăпах çавăн чухлĕ çынна вĕлернĕ. Наци енĕпе халăха пĕтерни XX-мĕш ĕмĕрте ку пĕрремĕш пулнă. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ – вĕсене асăнмалли кун. Чăваш Енре икĕ пин ытла эрмен пурăнать. Аслă ăрури çынсем, çамрăксем, ашшĕ амăшĕсемпе ачисем – пурте Шупашкарти «Çĕнтерӳ паркĕнче» пухăнчĕç. Шар курса вилнисене асăнса «Çар мухтавĕн монуменчĕ» умне чĕрĕ чечексем хучĕç. АЛЕКСАНДР АХВЕРДЯН: «Кашни çулах ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче тĕнчери мĕн-пур эрмен вилнисене аса илет. Çак кун яланах пирĕн асра. Ку хăрушă пулăмсем малашне ан пулччĕр тесе эпир, Чăваш Республикинче пурăнакан эрменсем, кунта пухăнтăмăр, тĕп тунисене асăнтăмăр».

12+
56 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии