Вăрнарта спорт лапамне çĕнетнĕ

Хуларинчен пĕрре те кая мар. Вăрнар районĕнче тĕп юсав хыççăн «Химик» стадион ĕçлесе кайрĕ. Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров ĕçлĕ çул çӳревпе муниципалитетра пулнă май спорт лапамĕпе те паллашрĕ. Спортсменсен ăсталăхне ӳстерме халĕ майĕ те ытларах. 700 тăваткал метрпа танлашакан çуртра хывăнса тăхăнмалли, медицина, судьясен, допингран тĕрĕслемелли пӳлĕмсем вырнаçнă. Стадионта та хушма лапамсем йĕркеленĕ. Курма килекенсемпе хавхалантаркансене ларма халĕ вырăн çителĕклĕ. Çĕнĕлĕхсемпе спортсменсем те кăмăллă. НИКОЛАЙ КРАСНОВ: «Эпĕ иккĕмĕш çул вылятăп. Мана кунта питĕ килĕшет. Халĕ эпир финала хатĕрленетпĕр. Эрнере 5-6 тренировка пырать. Питĕ вăйлă хатĕрленетпĕр. Çĕнĕ развдевалка килĕшет, савăнтарать». Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ ӳстĕр тесе республика ертӳлĕхĕ ĕçне те чылай тăвать. Кунти спорт уйĕ паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăрать. Спортсменсем хăйсен ăсталăхне хĕлĕн-çĕвĕн туптама пултарĕç. ЕВГЕНИЙ ЗАХАРОВ: «Паянхи кун «Химик-Август» ăнăçлă ĕçлесе лицензи илчĕ. Халĕ ĕнтĕ кĕтетпĕр тепĕр эренере Раççей футбол союзĕнчен эксперта. Çак экспертпа тĕл пулу пирĕн ăнăçлă пуласса шанатпăр. Çавăн хыççăн эпир пирĕн стадион та сертификаци илессе кĕтетпĕр. Вара эпир кăçал, пирĕн ертӳçĕсем йышăннипе, пĕрремĕш июльтен Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш лигăра, халĕ ФНЛ теççĕ ăна, çав лигăра выляма тӳр килет пуль тесе шутлатпăр». Халĕ Вăрнар каччисем çĕршыв шайне тухма хатĕрленеççĕ. «Химик-Август» спорт ушкăнĕ пысăк çитĕнӳсем тума пултарасси пĕрре те иккĕлентермест. Тен, вĕсем тĕнче шайĕнче чапа тухса республика ят-сумне çӳле çĕклĕç. Елизавета Цветкова, Ирина Лампасова, Георгий Кривошеин

12+
24 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии