Çĕнĕ çăмăллăх
Госуслуги портала çĕнĕ пулăшу кĕртнĕ. Вăл суд йышăнăвне пурнăçласа укçа куçарса илессипе çыхăннă. Çăмăллăхпа тĕплĕнрех «Гарант» компани паллаштарать. Суд йышăнăвне пурнăçласа укçа куçарса илнĕ хыççăн çыннăн счет çинче пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ укçа хăварма ирĕк пур. Çакăн пирки ыйтса кайса хут çырмалла пулнă. Малашне вара çакна килтен тухмасăрах пурнăçлама пулать. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче заявление хатĕрленĕ чухне «Подать заявление на сохранение доходов в размере прожиточного минимума» пулăшăва суйласа илмелле, суд йышăнăвне пурнăçлакан ĕçĕн номерне тата банкри счета кăтартмалла. Çавăн пекех уйăхри тупăшăва кăтартакан документсене тăратмалла. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе калăпăшне çырмалла мар, кирлĕ суммăна пристав хăй палăртать. Заявление 17 ĕç кунĕнче пăхса тухмалла».