«Кăвак çулăмлă» пулĕç

Чăваш Енре пурăнакансенчен виçĕ пин те тăватçĕре яхăн заявка килнĕ. Вĕсенчен çуррипе килĕшӳ çырнă. 600 çуртра кăвак çулăмпа усă кураççĕ. Республикăра газпа тивĕçтерес программа туллин пурнăçланать. Ку енпе ĕçе хăвăртлатмалла терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Газпром межрегионгаз» ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă май. Пĕрлешĕвĕн çĕнĕ ертӳçĕ пулнине те пăлăртмалла. Лава малашне Александр Бусыгин туртса пырĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев – республикăра пурăнакансене «кăвак çулăмпа» тивĕçтересси. Правительство та, муниципалитетсем те çак ĕçе хастартарах хутшăнмалла. Кирлĕ хутсене вăхăтра тумалла», – палăртрĕ Олег Алексеевич. Республика тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, вăрçă ачисене, сусăрсене, сахал тупăшлă, виçĕ ачаллă çемьесене пулăшу кӳрет. Вĕсене газ кĕртме кирлĕ хатĕр-хĕтĕрĕн е счетчикĕн тăкакĕсене саплаштараççĕ. Çапах та ку виçе 20 000 ытлашши пулмалла мар. Аса илтеретпĕр, программăна çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртнă. «Ăна пурнăçлама чăрмавсем çук», – палăртрĕç тĕл пулура

12+
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии