Куславккари тĕп парка Николай Лобачевский ятне парĕç
Куславкка хулинчи тĕп парк паллă математик Николай Лобачевский ячĕпе хисепленсе тăрĕ. «Хула тăрăмне хăтлăх кĕртесси» программăн ĕç-хĕлне Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. Ăна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Аса илтеретпĕр, çĕршыври пĕчĕк хуласемпе историллĕ тăрăхсене хăтлăх кĕртес конкурсра Чăваш Енри Куславккапа Çĕмĕрле хулисем çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ. Республикăра нумаях пулмасть территори аталанăвĕн агенстви йĕркеленнĕ. «Хула тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем проектсене кирлĕ пек пурнăçласа пырайманран агенствăна туса хума хистерĕ те. Çак проектсене халĕ агенство тимлесех тăрĕ», – терĕ республика ертӳçи Олег Николаев. Республика кунне йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çул Шупашкарта тата пĕр-пĕр районта ирттереççĕ. 2022-мĕш çулхи уява тĕп хулара тата Куславккара паллă тăвасшăн. Вăл паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан хула пулĕ. Халĕ тĕп тĕллевсенчен пĕри – строительство ĕçĕсене вăхăтра та паха тăвасси. «Геометрика» парк Николай Лобачевский музейĕ çумĕнче вырнаçнă. Вăл хулари чи хăтлă кану вырăнĕ пулĕ. Кунтах ача-пăчапа спорт лапамĕсем, арт-объектсем, пĕчĕк кану çурчĕсем вырнаçмалла. Проект авторĕсем паркра чи кăткăс геомерти кĕлеткисене вырнаçтарма та палăртаççĕ. Канашлура Çĕмĕрле хулинчи парка хăтлăх кĕртес ыйтăва та тишкерчĕç. Проект хакĕ 94 миллион тенкĕпе танлашать. Вăл та чи чаплă кану вырăнĕ пулĕ. Елизавета Цветкова, Игорь Зверев