Добавить
Уведомления

Парăма вăхăтра татмалла

«Пĕр тенкĕлĕх парăм вун тенкĕ таять», – теççĕ халăхра. Çак каларăш кăвак çулăм ырлăхĕпе укçа тӳлемесĕр усă куракансене те пырса тивет. Шупашкарти «Газпром межрегионгаз» тата «Газпром газораспределение» пĕрлешӳсен ĕçченĕсем парăма кĕнĕ кил-çуртсене тĕрĕслеççĕ. Йĕркерен пăрăнакансене мĕн кĕтет тата кăвак çулăмшăн йӳнĕрех епле майпа тӳлеме пулать? Çак ыйтусене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тишкерчĕ. Станьял ялĕнче çак çуртра пурăнакансем кăвак çулăмпа усă курнăшăн газ компанине 50 000 тенкĕ ытла тӳлемен. Парăм çулталăк пухăнса пынă. Газ пама пăрахасси çинчен асăрхаттарнине те, парăма вăйпа шыраса илесси çинчен пĕлтерсе çыру янине те кил хуçисем курмăш пек туса шута илмен. Явап тытмарасса шаннă, ахăртнех. Çавăнпа Шупашкарти «Газпром межрегионгаз» тата «Газпром газораспределение» пĕрлешӳсен ĕçченĕсем килсе кĕни вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Кăмăлсăр кил хуçи специалистсене кăвак çулăм пăрăхĕсене касса татма хуçалăха кĕртмерĕ. Апла пулсан та газа сӳнтерме чăрмав пулмарĕ. ОЛЕГ ОРЛОВ: «Киле çĕнĕрен газ ярас тесен кил хуçин газ парăмне тата сӳнтернипе сыпăнтару ĕçĕсемшĕн тӳлемелле». Çăмăлттай шухăшлă кил хуçисем татах та пур. Пурĕ Чăваш Енре газшăн 90 миллион тенкĕ ытла парăм пухăнса кайнă. Ăна вăхăтра татманнине пула республикăра 2 000 ытла кил-çуртра кăвак çулăма сӳнтернĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах çутçанталăк ырлăхăшăн укçа тӳлеменнисем – чылай чухне укçа-тенкĕллĕ çынсемех. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре пурăнакан 20 000 ытла çын патне газ парăмĕ пурри çинчен пĕлтерсе çыру янă, 1030 абонент пирки хутсене суда тăратнă. Çитес вăхăтра вара 2 000 çыннăн кил-çуртне кăвак çулăмпа тивĕçтерме пăрахма пултараççĕ. Çавăнпа та газ пĕрлешĕвĕнче тăрăшакансем республикăра пурăнакансене вăхăтра тÿлесе пыма сĕнеççĕ. Компани ĕçченĕсем йывăр-лару тăрăва лекнисене ăнланма хатĕр. Вĕсем валли тӳлев йĕркине улăштарма та пултараççĕ. Çĕнĕ технологисем аталаннă саманара кăвак çулăмшăн килтен тухмасăрах тӳлеме май пур. Çакăн валли «Манăн газ» тата Шупашкарти «Газпром межрегионгаз» сайтсене кĕмелле. Кунтах кăвак çулăмпа усă курнине шута илсе пыракан хатĕрсен кăтартăвĕсене те газ пĕрлешĕвне тăратма пулать. Юлия Адюкова, Алексей Иванов, Николай Скворцов

12+
34 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии