Добавить
Уведомления

«Чи лайăх полици ĕçченĕ» акци иртрĕ

Саккун пăсакана тытса чармалла, сирпĕтекен хатĕре тупмалла, йĕр çине ӳкмелле. Чăваш Енре «Чи лайăх полици ĕçченĕ» акци пырать. Хальхинче пакунлисем Луганск тата Донецк халăх республикисенчен куçса килнĕ çынсем пурăнакан вăхăтлăх пунктĕнче пухăнчĕç. Пытарса хунă наркăмăша Найда йытăн тупмалла. Шырав ĕçĕнче вăл пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Найда пулăшнипе чылай преступлени уçăмланнă, саккун пăсакансене явап тыттарнă. Халĕ те хăйне шаннă ĕçе вăл тĕплĕн пурнăçларĕ. Çапах та пакунлисем Найдăна тата тепĕр тĕрĕслев туса пачĕç. Ачасен пушмакĕсене пĕр рете хучĕç, пĕрин ăшне наркăмăш чикрĕç. Тăватă уралли кунта та маттур пулчĕ. Вăрманта çухалнă çынна шырамалла, саккуна пăсакансен йĕрĕ çине ӳкмелле, наркăмăшпа сирпĕтекен хатĕрсене тупмалла тата ытти те. Пур ĕçре те тăватă ураллă туссен тӳпи пысăк. Кинолог ĕçĕ ачасене те кăсăкланатарчĕ. АРТУР ФИЛИППОВ: «Эпĕ хам «курс послушания» тетпĕр эпир, çавна кăтартрăм. Унта çумра пыни, пĕр вырăнта çаврăнни, йытă хăй вырăнĕнче мĕнле ларса юлни – çын утса пынă чухне вăл ларса юлать е выртса юлать вырăнта – çавсем кĕреççĕ. Манăн ĕçтеш – полици капитанĕ Николаев Александр Валерьянович курупкасенче пытарсан йытă мĕнле тупма пултарнине е машина ăшĕнче пытарнă наркăмăша, хĕç-пăшала, шыраса тупма пултарнине кăтартрĕ». Тĕл пулура çул паллисемпе паллаштарчĕç, çул çинче тимлĕ пулмаллине каларĕç. Полици тимĕр учĕ ачасене те кăмăла кайрĕ. Савăнăçлă лару-тăру пĕрле сăн ӳкерĕннипе вĕçленчĕ

12+
35 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии