Çĕнĕ хваттере куçрĕç
Юхăннă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçни кашниншĕн пысăк савăнăç. Уйрăмах çĕнĕ пӳрт ĕçкине чылай вăхăт кĕтекенсем хĕпĕртеççĕ. Çĕмĕрле хулинчи 34 çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕ. ВАЛЕНТИНА МАНЕРОВА: «Нумай кĕтрĕмĕр пире хваттер париччен». Валентина Павловна – телейлисен шутĕнче. Çĕнĕ хваттерлĕ пуласса вăл тахçанах кĕтнĕ. Халĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ. Валентина Манерова Мопр урамĕнчи 25-мĕш çуртра 1974 çултанпа пурăнать. Малтанах пĕчĕк пӳлĕмре, кайран – икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте. ВАЛЕНТИНА МАНЕРОВА: «Кăмака хутмаллаччĕ, шывне йăтса кĕмеллеччĕ. Шывĕ колонкăра шăнса ларатчĕ. Ăна вара туртса çӳреттĕмĕр çунашкапа бидонсем лартаттăмăр, туртса килеттĕмĕр. Ачасем пĕчĕккĕ. Ун чухне çумалла. Вуттине хатĕрлемелле. Çавăн пек пурăннă». Çĕнĕ хваттере Валентина Павлова ятарлă программăпа килĕшӳллĕн тивĕçрĕ. Вăл республикипех пурнăçланать. Çынсене юхăннă çуртсенчен хăтлисене куçарас ĕçе хăвăртлатмалла. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă çырăвĕнчех палăртнăччĕ. 2017-мĕш çулччен юхăннисен шутне кĕртнĕ çуртсенче пурăнакансене çитес çулхи утă уйăхĕччен çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерĕпĕр, пĕлтерчĕ строительство министрĕ Павел Данилов. 2022 çулта çĕмĕрлере тепĕр çурт çĕклеме палăртаççĕ. Ăна çитес çул хута ярасшăн. Юхăннă çуртсенче пурăнакансем валли унта 42 хваттер уйăрĕ