Юрату хуçаланакан çемье телейлĕ
Паян – ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Çамрăк ăру – пирĕн пуласлăх. Ача-пăча телейлĕ те сывă ҫитĕнтĕр, вĕренме тата пултарулăха аталантарма пĕтĕмпех пултăр, лайăх ҫынсем ӳсчĕр тесе республикăра нумай ĕç тăваççĕ. Паллă кун Шупашкарти граждан тăрăмне çыракан пая ачаллă çемьесене чĕнчĕç. Васильевсем 7-мĕш, Егоровсем вара пĕрремĕш, анчах йĕкĕрешсене регистрацилерĕç. Екатеринăпа Андрей Егоровсем тахçанах ачаллă пулма ĕмĕтленнĕ. Тинех шанăç тӳрре тухнă. Ярославăпа Демьян - пĕрремĕш ачасем. Вĕсем çут тĕнчене пĕр харăс килни çамрăк мăшăра икĕ хут телейлĕрех тунă. Ярослава амăшĕн чĕри айĕнче чухнех йăрă пулнипе палăрнă, çут тĕнчене те вăл пĕрремĕш килнĕ. Демьян лăпкăрах. ЕКАТЕРИНА ЕГОРОВА: «Пĕр ачапа та çăмăл мар та, кунта харăс иккĕ. Вĕсем питĕ расна – сăнĕпе те, хăйсене мĕнле тыткаланипе те, макăрнипе те». Йĕкĕрешсем çуралассине пĕлсен Андрей Николаевич икĕ хут ытларах яваплăрах пулмаллине туйнине калать. Хĕрачапа арçын ача валли ача çуртĕнчен тухнă çĕре краватьсем пухса хунă, вĕсен пӳлĕмне хăтлăх кĕртнĕ. ЕКАТЕРИНА ЕГОРОВА: «Мана упăшка питĕ пулăшать. Унăн пулăшăвĕсĕр мана питĕ йывăр. Ачи пирĕн иккĕ те, кашнийĕ пĕрер ачана çитерет. Вĕсем апатне харăс ыйтаççĕ. Çăвăнтарнă чухне те мана пулăшса тăрать. Çитернĕ чухне кăна мар. Пĕтĕмпех пĕрле тăватпăр». Иринăпа Владимир Васильевсен ывăлĕ Анатолий вара – çемьере çиччĕмĕш. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ çемьере юрату хуçаланмаллине палăртать. Нумай ача пулнине пăхмалла мар, пурне те кунсерен тимлĕх уйăрса ĕлкĕрмеллине палăртать мăшăр. Кашни ача телей, чи хаклă пурлăх пулнине калаççĕ вĕсем. Егоровсем те, Васильевсем те ачасене хӳтĕлемелли кун пепкесем çуралнине ĕнентерекен свидетельствăллă пулчĕç