Тинех пăр тапраннă
Канашпа Йĕпреç хушшинчи çула çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен юсаса пĕтермелле. М-12 федераци çулне тăвакан «Автодор» пĕрлешӳпе Чăваш Енри транспорт министерстви килĕшӳ тума хатĕр. Кун пирки Патшалăх Канашĕн комитет ларăвĕнче транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтерчĕ. Аса илтеретпĕр, иртнĕ эрнере парламентарисем ĕçлĕ çул çӳреве тухса Канаш тата Йĕпреç районĕсенчи çулсен пахалăхне тĕрĕсленĕччĕ. Мускав-Хусан М-12 федераци трасси çĕршыври 5 регион урлă иртет. «Автодор» тата «Автобан» подрядчиксем шăтăк-путăк çулсене юсаса çĕнетме килĕшӳ алă пусман. Çĕршыв шайĕнче вырăнти влаçсен условийĕсене йышăнмаççĕ. Анчах çулсем çаплах ишĕлеççĕ. Вĕсем тăрăх çул-йĕр техники кăна мар, ятарлă автомобильсемпе регионта пурăнакансен транспорчĕ те çӳрет. ИГОРЬ МОЛЯКОВ: «Строительство çулталăк ытла пырать. Кун пек çулсемпе çӳресе çынсем хăйсен машинисене çĕмĕрсе пĕтереççĕ. Регионсем пурте çак трасса тăвакан çынсен ĕçне ырларĕç. Нормативсем енĕпе унта çӳреме чармалла». Çак кунсенче министерствăпа «Автодор» пĕрлешӳ шăтăк-путăк çулсене юсаса çĕнетме йышăннă. Аса илтеретпĕр, строительство ĕçĕсем çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕçленмелле. Енчен те подрядчиксем çул хĕрринчи каснă йывăçсем вырăнне хунавсем лартмасан, строительство вăхăтĕнче çĕмĕрсене пĕтернĕ çулсене çĕнетмесен çĕршывăн премьер-министрĕ патне çырупа тухăпăр, палăртрĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Игорь Моляков. Депутатсем çул-йĕр строительство ĕç-хĕлне тимлĕхре тытĕç