Тĕллевсене пурнăçлаççĕ
Тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче палăрнисен премине Чăваш Енре 40 процент ӳстересшĕн. Улшăну Олимп вăййисем шутне кĕмен спорт тĕсĕсене пырса тивет. Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Преми виçи вунă çул улшăнман. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен йышĕнче ку чи сахалли. Иртнĕ çулта пĕр хут паракан премине спорт туризмĕпе аэробикне кăмăллакансем, кире пуканĕ йăтакансем тивĕçрĕç. «Преми виçине ӳстерни спортсменсемпе тренерсене хавхалантарасса шанатпăр», – терĕ Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров. Асăннă спорт тĕсĕсем республикăра тата хытăрах аталанассине палăртрĕ вăл. Ачаллă çемьесем, шăпăрлансене усрава илекенсем те республика тимлĕхĕнчех. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене халĕ эпир пурнăçлатпăр. Ача пособийĕсем, усрава илнĕ çемьесем илсе тăракан пособисене индексацилетпĕр. Вĕсем тăхăр процента яхăн ӳсмелле. Февраль уйăхĕнче социаллă пособисем çавнашкалах пулаççĕ. Март уйăхĕнчен вĕсене индексаципе килĕшӳллĕн тепĕр хут пăхса тухатпăр». Ларури тепĕр çивĕç ыйту – строительство материалĕсем хакланни. Çакна шута илсе кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен çырнă конрактсене улшăнусем кĕртме май пулать. Хаксем ӳсни наци проекчĕсене пурнăçлама чăрмав кӳрет. Республикăра шкулсем, ача сачĕсем, больницăсем, çĕкленеççĕ. Иртнĕ çулта икĕ миллард тенке яхăн 30 килĕшӳ алă пуснă. Çĕнĕ йышăну объекта туса пĕтерме хушма укçа илме пулăшмалла. Алексей Зотиков, Николай Скворцов