Хоккейла выляма йыхравлаççĕ
ушкăнĕсем йĕркеленнĕ. Паян республикăра 7 çултан пуçласа 16 çулти ачасене çак командăсене йышăнаççĕ. «Это чудо» ыр кăмăллăх фончĕ хевтесĕр çамрăк спортсменсене çăмăллатнă хоккейпа туслашма чĕнет. Чăваш Енре паян следж-хоккейăн виçĕ ушкăнĕ пур. «Атăл» командăра хускану тĕлĕшĕнчен хавшанисем выляççĕ. Вĕсен хăйсен ятарлă çунасем. Çавăн пекех «Юман» ушкăнри куç япăх куракан 11 ача час-час пăр çине тухать. Вĕсем клюшкăсемпе ятарлă сас кăларакан шайба хыççăн хăвалаççĕ. Тепĕр çĕнĕ ушкăн - «Метеор». Психика тĕлĕшĕнчен чăрмав пур çамрăк хоккеистсенчен йĕркеленĕ ăна. Вăл Кӳкеçри интернат-шкулта никĕсленнĕ. Хевтесĕррисем хăйсене кирек хăш ушкăнра та тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Çавăн пекех Чăваш Енре тата тепĕр ушкăн йĕркелеме палăртаççĕ. Хоккей вылямалли хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ. Кăмăл пуррисене Шупашкарти Шкул проездĕнчи 1-мĕш çуртра 404-мĕш офисра «Это чудо» ыр кăмăллăх фондĕнче кĕтеççĕ