Фёдор Мадуров пиртен уйрăлса кайрĕ
Хурлăхлă хыпар. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, скульпторĕ, графикĕ, Фёдор Мадуров пиртен уйрăлса кайрĕ. 80 çула çитиччен икĕ уйăх çеç пурăнса çитеймерĕ. Фёдор Иванович 1942-мĕш çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Баскак ялĕнче çуралнă. Унăн чи паллă ĕçĕ – 1989 çулта туса лартнă «Мускав енне çул» композици. Малтан вăл Шупашкарти «Раща» ункине илем кӳретчĕ, унтан ăна «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркне куçарса лартрĕç. Скульптор ĕçĕ çавăн пекех Шăмăршă районĕнчи «Чăваш вăрманĕ» паркра вырнаçнă. Федор Ивановича хăйĕн çуралнă ялĕнче, Баскакра пытарĕç