Паттăрсене асăнса

Донецк тата Луганск халăх республикисенче пурăнакансем хăйсене хӳтĕлеме ыйтнипе Раççей Президенчĕ Владимир Путин нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçарма йышăннă. Пирĕн салтаксем тăванла халăха хĕсĕрлекенсемпе иккĕмĕш уйăх яхăн кĕрешеççĕ. Шел пулин те, çар операцийĕ çухатусăр пулмасть. Шупашкарти «Çĕнтерӳ» асăну комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ умне паттăрла пуç хунисене асăнса чечек çыххисем хучĕç. Хурлăхлă кĕвĕпе колонна мухтав монуменчĕ патне çул тытать. Вăрçă ветеранĕсем, студентсем, Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем, хулара пурăнакансем ятарлă çар операцинче пуç хунă салтаксене тав тума килнĕ. Çар операцине хутшăнса хăйсен пурнăçне шеллеменнисене асăнса кунта пухăннисем пĕр минут шăп тăчĕç. Ĕмĕр сӳнми çулăм умне чечексем хучĕç. ГЕННАДИЙ МАТВЕЕВ: «Ваттисем те, çамрăккисем те хутшăнасшăн çав çар операцине. Пирĕн Раççей шайĕнче кашни çыннăн пулмалла, ăнланмалла. Эпир пĕрле чухне çав çар операцие пĕрле пĕтессе шанатпăр. Эпир пĕлетпĕр – Çĕнтерӳпе пĕтет вăл. Çак вăхăтсене чăтса ирттермелле». Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ, хăйсен пурнăçне шеллеменни, вĕсем тăван ене чунтан парăнса тăнине сăнарлать. Чăваш Енре пурăнакансем çĕршыв ырлăхĕшĕн яланах тивĕçлипе вăй хунă. Сумлă салтаксен паттăрлăхне эпир яланах асра тытса пурăнăпăр тата мăнаçланăпăр. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов

12+
44 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии