Çĕнтерÿçĕсем паллă
Чăваш Енре сумлă ентешсен çулталăкĕн паллисене – логотипа тата брендбука çирĕплетес тĕллевпе конкурс йĕркеленĕччĕ. Унта 19 автортан 24 ĕçĕ çитнĕ пулнă. Халĕ тÿресем пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçине палăртрĕç. Вăл Дмитрий Сыров дизайнер-ÿнерçĕ. Дмитрий Игоревич полиграфи дизайнĕпе урамри реклама ĕçĕнче 15 çула яхăн тăрăшать. Пултарулăх ăмăртăвĕсенче пĕрремĕш хут палăртмасть вăл. 2014-мĕш çулта та ÿнерçĕ «Шупашкар – сывă хула» эмблемăсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Логотипра камăн сăнарĕсене ÿкерес ыйтупа нумай пуç ватман автор. Вăл тÿрех Чăваш Ен ятне тĕнче шайне çитерме пултарнă Андриян Николаев, Надежда Павлова, Василий Чапаев сăнĕсене суйласа илнĕ. Наци паллисем, Атăл юхан шывĕн хумĕсем те ĕçе илем кĕртнĕ. Дмитрий Игоревич логотиппа брендбук дизайнне шухăшланă чухне сăнарсен, пĕчĕк пайсен тĕсне улăштармалли майне те шута илнĕ. Эппин, çулталăк паллисем тĕрлĕ вырăнта та хайсен сăнарлăхĕпе палăрма пултарĕç. Юлия Адюкова, Валерия Егорова, Семен Антонов, Никита Павлов