Добавить
Уведомления

Ачасен канăвĕ

Вĕрентӳ çурчĕсенчи, çавăн пекех ача-пăча лагерĕсенчи апатланăва йĕркеленĕ чухне вырăнти пĕрлешӳсем туса хатĕрлекен таварсемпе ытларах усă курмалла. «Ку ĕçре апатлантаракан организацисене уйăракан центрсем пулăшмалла. Анчах ку енпе Чăваш Енре ĕç кал-кал мар. Республикăра кунашкал центрсене тăвассипе пуçаруллăрах пулмалла», – терĕ влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче ачасен çуллахи канăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çак сăмахсем вĕрентӳ тата ял хуçалăх министерствисен тĕлĕшпе пулчĕç. Çуллахи каникулта хула тулашĕнчи 16 тата шкул çумĕнчи 305 лагерь, 11 санаторипе профилактори ачасене йышăнаççĕ. Кăçал вĕренекенсен 67 проценчĕ хăйсен канăвне лагерьте йĕркелеме кăмăл тунă. Весенчен 26 000 – йывăр лару-тăрăва лекнисем. Çĕртме уйăхĕ хыçа юлчĕ. Вăл уйăхра çеç 35 000 ытла ача лагерьте вăхăтне ирттернĕ. Хула тулашĕнчи кану çуртĕнче 3 000 ытларах ача пулнă. Иккĕмĕш смена та пуçланчĕ. Ку тапхăрта вара пĕрремĕшринчен пин ача ытларах канмалла. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ачасен канăвĕпе асăрхаттарусем пур. Кунти специалистсем халĕ лагерьсене унчченхи пек уйăхсерен мар, икĕ хутчен кăна çула тухаççĕ. Вĕсем лагерь уçăлас умĕн тата пĕр хутчен смена вăхăтĕнче тĕрĕслеме пултараççĕ. Çавна май ачасен канăвне йĕркелекен организацисен хăйсен яваплăрах пулмалла. Çитменнине кăлтăксемсĕр мар. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем çĕртме уйăхĕнчен пуçласа 252 лагерьте тĕрĕслев ирттернĕ. Йĕркене пăснине 126 тĕслĕх шута илнĕ пулсан, вĕсенчен çуррийĕ апат-çимĕç тăрăмĕпе çыхăннă. Санитари, ытти енпе асăрхаттарусем пулнине кура Олег Николаев ачасен канăвĕшĕн яваплисен тимлĕрех пулмаллине хытарсах каларĕ. Вăл апатланăва йĕркеленĕ чухне вырăнти пĕрлешӳсем туса хатĕрлекен таварсемпе ытларах усă курмаллине вăйлатма та сĕнчĕ. Иван Иванов, Алина Сусметова, Павел Иритков

12+
28 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии