Тертне сахал мар курнă

Вĕсен ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене лекнĕ. Урамра выляса çӳрес вырăнне вĕсем аслисене пулăшнă. Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан Николай Кадышев та вĕсен шутне кĕрет. Вăл вăхăтсене аса илсен халĕ те куççулленет сумлă ватă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Николай Кадышев тăватă çулхи ача пулнă. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ пĕчĕк Кольăн асĕнче юлман. Çапах та ашшĕ вăрçа кайнă куна вăл питĕ аван астăвать. НИКОЛАЙ КАДЫШЕВ: «Вăл хĕллех пулнă. Юр çунă. Лаша кӳлнĕ. Картишĕнче кĕтсе тăрать. Çывăх тăвансем пирĕн аттене ăсатма килнĕ. Вăл питĕ йывăр япала. Астăватăп. Атте куççуль тăкса йĕрет. Çавна питĕ астуса юлнă. Çав япалана». «Атте вăрçа кайсан пирĕн пурнăç самай йывăрланчĕ», – сăмахне малалла тăсать Николай Петрович. Кадышевсен çемйинче пилĕк ача ӳснĕ – виçĕ хĕр тата икĕ ывăл. Чи кĕçĕнни вăрçă пуçланиччен икĕ уйăх малтан çут тĕнчен килнĕ. Колхоза кĕмен çемьене çăмăл пулман. Пахчара мĕн çитĕнтернипе çырлахса пурăннă. НИКОЛАЙ КАДЫШЕВ: «Хĕрĕх виççĕмĕш çулта пирĕн анне суккăр пулса юлчĕ. Апат-çимĕç çитмен. Пĕчĕк ача пур. Ăна мĕн те пулин çитермелле. Апат-çимĕçне хăй çимен те пуль тетĕп. Пире кăна çитернĕ пуль вăл». Вăрçă çулĕсенче пĕрмаях çиес килнине каласа парать Николай Петрович. Çулла уй-хирсене çумланă. Мĕнле курăкпа апатланма пулать, хырăм выççине çавна çисе ирттерсе яма тăрăшнă. Нимĕн те тиркесе тăман. Николай Кадышев ыраш кĕпçипе тăтăшах апатланнине калать. НИКОЛАЙ КАДЫШЕВ: «Пĕчĕккĕ кăна, ӳснĕ чухне тымарне çиме юратчĕ. Хуппине сӳмеллеччĕ. Хуппине сӳмесĕр çимесен кунта çунтаратчĕ. Эпĕ пĕлмен те ăна. Ӳссессĕн, чечеке лариччен вара çав тунине çиеттĕмĕр». Çĕнтерӳ кунне Николай Петрович астумасть. Ашшĕ вăрçăран таврăнни вара халĕ те куç умĕнчех. Çĕнĕ çĕр улмие хырса ларнă Кольăна урамра вылякан ачасем ашшĕ килнине пĕлтернĕ. «Каспа уксахласа туя çине тĕрĕннĕ атте анать», – аса илет вăл. Николай Петрович хăй те тахçанах ашшĕ, аслашшĕ пулнă. Çапах та сакăр çулхи ывăл ача ашшĕпе тĕл пулни ĕмĕрлĕхех унăн асĕнче пулĕ. Алексей Зотиков, Игорь Зверев

12+
12 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии