Производствăна аталантарма пулăшаççĕ
Чăваш патшалăх университечĕн химипе фармацевтика факультетĕн лабораторийĕнче промылешеннăçра усă курмалли резина хатĕрĕсем шухăшласа кăларнă. Студентсемпе вĕрентекенсен, специалистсен пуçарăвĕ нефть тата газ уçлакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Унччен вара пăрăхсене сыпăнтарма пулăшакан хатĕрсене ют çĕршывра илсе килнĕ пулнă. Производствăна аталантарма пулăшакансемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ. Санкцисем вăхăтĕнче хăш-пĕр производствăсем умне чăрмав тухнă. Сăлтавĕ – ют çĕршывра туса кăларакан таварсемпе тивĕçтерме чарăнни. Çак йывăрлăх ăслăлăхра ĕçлекенсене тĕпчевсене пĕтĕмлетсе çĕнĕ çитĕнӳсем тума йыхравланă евĕрех пулнă. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем шухăшласа кăларнă хатĕрсем нефть тата газ промышленноçĕнче кирлĕ. Вĕсене пĕтĕмпех хамăрăн çĕршывра туса кăларма пулать. ЕВГЕНИЙ ЕГОРОВ: «Проект 3 çул хушши пычĕ. Çав çулсенче эпир Чăваш патшалăх университечĕпе В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен Шупашкарти пĕрлешĕвĕн предприятийĕ. Пысăк температурăпа тытакан элементсем, шыв çинче тата нефть тăрăхĕнче сарăлакан элементсен рецептурисене хута ятăмăр. Уплотнительный элемент пысăк температурăна чăтса тăрать. Ак çакăнта кăтартнă. Вăл шывпа нефте юхса кайма памасть». Хамăр тăрăхра шухăшласа кăларнă резина хатĕрĕсем ют çĕршыврисенчен çирĕпрех. Çакна Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем те çирĕплетеççĕ. Шăпах вĕсем студентсемпе, аспирантсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ – хатĕрсене кăлармалли йĕркене, технологине шухăшланă, лаборатори оборудованине туяннă. Резина хатĕрĕсене хальхи вăхăтра Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче ăсталаса кăлараççĕ. Проект экономика аталанăвĕшĕн те, çĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ. Çакна резина хатĕрĕсене туянас текен предприяти чылай пулни те çирĕплетет. Юлия Адюкова, Татьяна Трофимова, Сергей Емельянов