Тĕплĕ юсав ыйтăвĕ

Çулсерен нумай хутлă çуртсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсене ирттерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çулта та чылай çурта çĕнетме, унта пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатма май килнĕ. Тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă май мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Çак тата ытти ыйтăва Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура тимлĕх уйарчĕç. Иртнĕ çулта çеç 198 нумай хваттерлĕ çуртра тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен 187 çурт тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерекен фондпа килĕшӳ çирĕплетнĕ. 11-шĕ вара ĕçсене ирттерме ятарлă харпăр хăй счечĕ çине укçа-тенкĕ хываççĕ. Паянхи куна 142 çуртра тĕплĕ юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. 5 çуртпа вара подрядчика палăртас тĕллевпе конкурс ирттермелле. Вĕсем, шăпах та, ятарлă счет çинчен куçнăскерсем. 2022-мĕш çулта республикăра 216 нумай хваттерлĕ çурт юсаса çĕнетме палăртнă. Вĕсенчен 181 çурт тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерекен фонд яваплăхĕ çинче. Ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмĕшле 1 млрд та 600 млн тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Паянхи куна 10 çуртра лифт таврашне улăштарассипе ĕçсене вĕçленĕ те. Палăртса хăвармалла, ятарлă счетсенчен юсав ĕçĕсем ирттерекен фонда куçакан çуртсемпе чылай чухне кăлтăклă самантсем сиксе тухаççĕ. Енчен те çапларах çуртсем фонда куçсан вĕсене юсаса çĕнетес вăхăт калăпăшĕ те ӳсет

12+
23 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии