Йывăрлăха лекнисене пулăшар
Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Общество организацийĕсем, предприятисем, ырă тăвакансем ку таранччен 173 тонна пулăшу янă. Хальхинче инкеке лекнисене пулăшма 60 тонна продукци çула тухрĕ. Çĕршыври ытти регион тултарнă вакунсемпе пĕрлешсе пулăшу çывăх вăхăтра вырăна çитĕ. Çак вакунра çăнăх-кĕрпе, улма-çырла, ĕçмелли шыв тата ытти апат-çимĕç. Пуçтарнă таварсене Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансене валеçсе парĕç. Республика пуçлăхĕ Олег Николаев: «Черетлĕ пулăшу ăсатни – эпир пурте пĕрле тăрăшнин кăтартăвĕ. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене тимлĕх уйăрни вĕсемшĕн халĕ темрен паха», – терĕ. Çакна ыттисем те çирĕплетеççĕ. АНАТОЛИЙ АКСАКОВ: «Ку Донбаса каякан пĕрремĕш пулăшу мар. Эпир иртнĕ эрнере çеç янăччĕ. Кун пек пулăшу Чăваш Енре тата Донбасра пурăнакансене пĕрлештерет. Çак республикăна нацизмран, йывăрлăхран тухма пулăшмалла. Чăваш Енрен каякан пулăшăва Донбасра ăшшăн, тав туса кĕтсе илессе шанатăп». Пĕрлĕхре, туслăхра – вăй. Чăваш Ен Донбасс инфратытăмне тата промышленность пайне çĕнетсе вăй илме те пулăшмалла. Уявсем иртсен республикăри ятарлă ĕç ушкăнĕ вырăна çитсе унти лару-тăрăва шута илсе ăна аталанма тĕрев парĕ. АЛЛА САЛАЕВА: «Мускавпа Донбаса пĕрлештерекен чукун çула 90 çул каялла тунă. Пулăшу шăпах çак çулпа тухĕ. Гуманитари пулăшăвĕ çĕршыври ытти вакунсемпе хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Паян инкеке лекнисене пулăшма çĕршывра пысăк утăмсем тăваççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем йывăрлăха лекнисене хĕрхенеççĕ. Яланах пулăшма хатĕр». Çакна та палăртса хăвармалла, йывăрлăха лекнисене пулăшма хальхи вăхăтра «Пĕрле» фонд 12 миллион тенкĕ пухнă. Ырă тăвакансен сăваплă ĕçне предприятисемпе организацисем, влаçра тăрăшаксанем, Чăваш Енре пурăнакансем хутшăннă. Çак пархатарлă ĕçе нимĕнле виçепе те виçме çук. Эппин, пысăк нушана чăтса ирттересси пĕрре те иккĕлентермест. Елизавета Цветкова, Татьяна Молокова, Юрий Марков