Шкулсене юсĕç
Республика ертӳçи Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырура Чăваш Енĕн аталану çул-йĕрне палăртрĕ. Вĕсенчен пĕлтерĕшлисенчен пĕри – шкулсене юсаса çĕнетесси тата çĕннисем çĕклесси. Кăçал вĕрентӳ çурчĕсене юсама федераци хыснинчен 2 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Ку укçа-тенкĕпе Чăваш Енри 15 муниципалитетри 31 шкула юсĕç. Республикăри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров Улатăр хулипе районĕнчи пĕлӳ çурчĕсене юсас умĕн çитсе курса хак пачĕ. Чӳрече çинчи хушăксене хутпа тата скотчпа çыпăçтарнă, штукатурка тăкăнать, стенапа урайĕнчи краска хăпăнать. Ку ӳкерчĕк Чуварлей шкулĕнче вĕренекенсене тахçанах тĕлĕнтерме пăрахнă ĕнтĕ. Шкул çумне 1957-1987-мĕш çулсенче хушма çуртсем туни те урамранах курăнать. АЛЕКСЕЙ СМИРНОВ: «Çĕнĕ йышши шкулсенчи классенче лаборатори пур. Паян пӳлĕм çитменрен уроксене киноуроксен пӳлĕмĕнче ирттеретĕп. Оборудованипе тивĕçтернĕ кабинетисем çук. Енчен те эпир вĕсене туянсан та кирлĕ пек вырнаçтараймастпăр». Шкула шыв кĕмест. Вăл уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсене кирлĕ. Сивĕ спортзалта секцисем ирттерме те мехел çитереççĕ кунта. Аталанма майсем çителĕксĕр пулин те, ку шкулта вĕренекенсем республика шайĕнчи конкурссенче тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Стемас салинчи шкул сăн-сăпачĕ те савăнтармасть. Ăна 1980-мĕш шкулсенче тунă. Пĕлӳ çуртне 2019-мĕш çулта юхăннисен шутне кĕртнĕ. Халĕ ачасем Улатăр хулине вĕренме çӳреççĕ. Стемас салине шкул кирлех. Кунта пурĕ 1500 çын пурăнать. Çамрăк çемьесен шучĕ те çулсерен ӳсет. Республикăри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, демографи лару-тăрăвне шута илсе ку саласенче шкул кирлине палăртрĕ. Вĕсене кĕске вăхăтра тумалла. Сăн-сăпат ултавлă. Кăна Улатăр хулинчи 9-мĕш шкул та çирĕплетрĕ. Пĕлӳ çурчĕн тулаш енĕ хитре те çĕнĕ, анчах та пӳлĕмсемпе коридорсем юхăннă. Ку çурт та виçĕ корпусран тăрать, вĕсене тĕрлĕ çулсенче тунă. Пĕр пайне авариллĕ тесе йышăннă. Çавăнпа та ачасене вăхăтлăха юрăпа ташă пӳлĕмне вырнаçтарнă. Çапах та уявсенче кунта мероприятисем ирттерме вăй çитереççĕ. 3-мĕш шкулти ĕçсем савăнтарчĕç. Вăл тĕп юсав программине кĕнĕ. Чӳрече, урай тата хутса ăшăтмалли тытăма çĕнетнĕ. Вентиляци, электричество тата шкулăн тулаш енне улăштармала. Халĕ пĕлӳ çурчĕ юсав ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрне куçать. Вăл кăçал вĕçленмелле. Халĕ чи кирли 9-мĕш шкулăн федераци программипе тĕп юсав ĕçне тума нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен документсем парса ĕлкĕрмелле. Чуварлей тата Стемас шкулĕсем ку программăна кĕрсе ĕлкĕреймен. Çавăнпа та вĕсен вырăнне çĕннисем тума палăртнă. Елизавета Цветкова, Анна Цинтовская, Семен Антонов