Спектакль те, кино та курĕç
Спектакль кăна мар, кинофильм курма та май пулĕ. Кăçалтанпа Пушкин карттипе кинотеатра çӳреме пулать. Анчах та хальлĕхе 18 муниципалитетри 20 кинозалтан проекта тăваттăшĕ çеç хутшăнать. Культура шайне ӳстерме 2022 çулта пилĕк пин тенкĕ – виççĕшĕ спектакль курма, иккĕшĕ – кинофильмпа киленме. Çăмăллăхпа 14-22 çулти çамрăксем усă кураяççĕ. Иртнĕ çулта республикăри 102 000 ача çакна тунă ĕнтĕ. Раççей культура министерствипе Кино фончĕ пулăшнипе 18 районпа хулара çирĕм кинозал ĕçлет. Вĕсенчен проекта тăваттăшĕ хутшăнать. «Ку, паллах, тивĕçтермест», – терĕ Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев. «Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен кашни кинозал проектра пулмалла», – терĕ вăл. Чăваш Республикин вĕренӳ министерствин шкул ачисем пăхмалли фильмсене суйламалла. Вĕренӳпе çыхăннă картинăсене кинозалра пăхмалла. Çак ĕçе культурăпа вĕрентӳ министерствисен тивĕçлĕ шайра йĕркелемеллине палăртрĕ республика ертӳçи. Проектра хальлĕхе 32 культура учрежденийĕ хутшăнать. Çак хисепе 213-е çитерме тĕллев лартнă