Добавить
Уведомления

Пурăнмалли чи пĕчĕк виçене упрама май пур

Счет çинчи пурăнмалли чи пĕчĕк виçене упрама ансатрах пулать. Çакна тума банка заявленипе тухмалла. Ку улшăнусем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçене упраса хăвармалли йĕрке нарăс уйăхĕнчех ĕçлесе кайнă. Унпа усă курма суд приставне заявлени çырмаллаччĕ. Документра укçа упранса юлакан счета палăртмалла пулнă. Çапах та укçа тавăрас йĕрке тĕрлĕрен. Сăмахран, нухрат шыраса илекен тӳрех банка кайма пултарнă. Ун чухне пурăнмалли чи пĕчĕк виçене упраса хăварма май пулман. Халĕ вара саккуна улшăнусем кĕртнĕ. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Енчен те укçа шыраса илес документа тӳрех банка янă пулсан парăмлă çын пурăнмалли чи пĕчĕк виçене упраса хăварма пултарать. Çакна тума кредит организацине заявлени çырмалла». Кунта палăртса хăвармалла, парăмçăн темиçе счет пулсан та пурăнмалли чи пĕчĕк виçе пĕринче кăна упранса юлать

12+
41 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии