Ăсталăхне туптарĕç
Журналист профессийĕ яланах шыравра пулма, çĕнĕ пĕлӳ пухма хистет. Регионти журналистсен ăсталăх шайне ӳстерес тĕллевпе «RT-регион» пĕрлешӳ пайташĕсем йĕркеленĕ вĕренӳ лапамĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Канмалли кунсене пăхмасăр сăмах ăстисем çĕнĕ пĕлӳ пухрĕç, тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç. Паха та ăста специалистсем усăллă сĕнӳ-канаш пачĕç. Телевидени, радио, хаçат-журнал ăстисем, пресс-служба ĕçченĕсем пĕлӳ кутамккине усăллă та паха самантсемпе тултарчĕç. Хальхинче сăмах ăстисем ытларах интернет уçлăхне тимлĕх уйăрчĕç. Хальхи вăхăтра кашни тытăмăн социаллă тетелсенче ушкăнсем, ятарлă сайтсем, интернет каналсем пур. Кунти вăрттăнлăхсене, паллах, пĕлмелле. СВЕТЛАНА ЧЕКМЯКОВА: «Паянхи пурнăçра социаллă сетьсем аталанса пынă май пирĕн хаçатсем те, район хаçачĕсем те пурнăçран юлмаççĕ. Социаллă сетьсене пурне те тенĕ пекех тытса пыраççĕ, атлантараççĕ. Çавăнпа та çакăнта илнĕ урок темелле ĕнтĕ пирĕншĕн, хамшăн та усăллă пулчĕ. Вĕсене занятисем хыççăнах кашнинче тенĕ пекех тӳрех ĕçе кĕртсе пыма тăрăшрăмăр». Журналистсем ушкăнпа практика ĕçĕсене те пурнăçларĕç. Тĕрлĕ сайта, интернет уçлăхĕнчи ушкăнсене тишкерчĕç. Кунта сăмах çивĕчлĕхне çеç мар, ятарлă шрифта, тĕссен килĕшĕвне, ятарлă видеосене тата ӳкерчĕксене те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кашни саманта шута илни, шăпах та, хыпара туллин илсе çитерме май парать те. МАРГАРИТА МЕЛЬНИКОВА: «Паян эпир социаллă тетелсенче хамăра еплерех тытмаллине сăмахларăмăр. Социаллă тетелсем хальхи вăхăтра вăй илсе пыраççĕ. Çавăнпа та кунта куракана, итлекене хавхалантарма, кăсăклантарма пĕлмелле. Шăпах çак енсемпе палăрса тăраççĕ те журналитсем. Малашне эпир пухнă пĕлĕве, кунта илнĕ сĕнӳ-канаша эпир хамăр ĕçре усă курăпăр. Шăпах та пирĕн телекуравçăсем патне хыпара кăсăклă, витĕмлĕ илсе çитерме тăрăшăпăр». Виççĕмĕш сесси вĕçленнĕ хыççăн кашни вĕренекене сертификат парса чысларĕç. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Вулакана илĕртме пĕлмелле. Паян эпир кунта тĕрлĕ сайтсене тишкертĕмĕр. Паллах, вĕсен çитменлĕхĕсене, кăлтăксене тупкаларăмăр ĕнтĕ. Ăнăçлă майсене палăртрăмăр. Паллах, ку хамăр канал валли те питĕ усăллă. Хамăрăн каналта телеграм канал та пур пирĕн, ютубра ытти сайтсенче тытса пыратпăр. Ман шутпа, ку пирĕншĕн питĕ усаллă пулчĕ пек туйăнать». Пухнă пĕлĕве ĕçе кĕртсе кашни журналист малалла та тулли кăмăлпа ĕçлес тĕллевлĕ. Алексей Александров, Маргарита Мельникова, Павел Иритков