Çанталăк улшăнасса пĕлтерет

Аслати авăтмасăр ăшă килмест теççĕ халăхра. Илле пророк кану кунĕсенче çӳл тӳпере аванах кĕмсĕртетрĕ. Эппин, çывăх вăхăтра çанталăк ăшăтмалла. Çапах та паян-ыранах мар. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕччен çанталăк ытлашши савăнтармасть тесен те йăнăш пулмĕ. Кĕçнерникунччен кашни кунах юр, йĕпе юр, çумăр çăвасса палăртаççĕ метеоцентрта ĕçлекенсем. Çил, çурçĕр енчен, çеккунтра 7-12 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Çĕрле 1-6 градус сивĕ пулать, кăнтăрла 1-6 градус ăшă пулать. Эрне вĕçнелле çанталăк улшăнать. Çил кăнтăр енчен вĕрет, анчах та хăвăртлăхĕ чакмасть. Çĕрле 1-6 градус, кăнтăрла, кану кунĕсем тĕлне 13 градус ăшă пулать. Ака уйăхĕн иккĕмĕшĕнчех аслати авăтни хальлĕхе пулман. Ку Чăваш Ене циклон килнипе çыхăннă. 2012 çулта çакăн евĕр çутçанталăк пулăмне ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче сăнанă

12+
7 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии