Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртрĕ
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕччен вăхăт чылай пулин те, хăйсен тепренчĕкĕсене шкула яракан ашшĕ-амăшĕн халех шухăшламалла. Кашни çулах ачасене пĕрремĕш класа ярас текенсен шкула йышăнма заявлени çырмалла. Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттерчĕ. Ларура çавăн пекех çуллахи тапхăрти ачасен канăвне йĕркелес ыйтăва та хускатрĕç. Çĕнĕ 2022-2023-мĕш вĕренӳ çулĕнче пĕтĕмĕшле республикипе 16 800 ача пĕрремĕш хут партта хушшине ларĕ. Çулран çул пĕрремĕш класа каякан ачасен шучĕ ӳссе пырать. Апла пулин те республикăри шкулсенче кашнинех тивĕçлĕ вĕрентсе пĕлӳ пама, ачасене аталантарма тăрăшаççĕ. Тĕп хуламăрта хăш-пĕр шкулсенче кирлĕ пулсан хушма пĕрремĕш классем те уçассине палăртрĕç ларура. Уйрăмах 6, 31, 53, 56, 65–мĕш шкулсенче пĕрремĕш класа килекен ачасем йышлă. Хальхи вăхăтра шкул сайчĕсенче пĕтĕмĕшле тата тĕплĕн хыпарпа паллашма пулать. Çавăн пекех ыйтусем сиксе тухсассăн вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерство сайтĕнче ятарлă электронла чат-бот ĕçлет. Кунта кашниех ыйтăва уçăмлатма пултарĕ. Заявлени йышăнасси яланхиллех икĕ тапхăрпа иртĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен пĕрремĕш тапхăр пырĕ. Заявление виçĕ майпа çырма май пур. Яланхиллех вырăна çитсе, патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен сайт урлă, çавăн пекех вĕрентӳ пулăшăвĕсен хутламĕнче çакна тума май килет. Çуллахи кану та яланхиллех усăллă та кăмăллă иртмелле палăртрĕç пухура. 14 кану лагерĕ ачасене кĕтсе илме хатĕрленет. Шкулсем çумĕнче те лагерьсем ĕçлĕç