Ăс-хакăла аталантарать
Спорт, ăслăлăх тата искусство. Сăмах шахмат пирки пырать. Паян пĕтĕм тĕнчипе шахмат кунне паллă тăваççĕ. Уява халалласа Чăваш Енре ăмăртусем иртрĕç. Шах тата мат лартакансем Етĕрне хулинчи краеведени музейĕнче пухăнчĕç. Иван Ефимов шахматла пĕрремĕш класрах выляма вĕреннĕ. Унăн аслă пиччĕшĕ 7-8-мĕш класра пулнă пулсан та выляма пĕлмен. Иван пиччĕшне шахмат тĕнчипе паллаштарать. ИВАН ЕФИМОВ: «Эпир ача чухне шахматсене тупса илмелли май пулман, килте шпулькăсене татса вĕсем çине кĕлеткесем касса, хĕрлĕ тата сарă тушьпе сăрласа выляма пуçларăмăр. Малтанласа эпĕ пиччене çĕнтерсе пытăм. Кайран вăл ăнкарса илчĕ те мана та çĕнтерме пуçларĕ. Мана вăл 75 хут çĕнтерчĕ. Эпĕ ăна – 45 хут». Ăмăртăва 30 ытла çын хутшăнчĕ. Кунта аслисем те, кĕçĕннисем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те, шкул ачисем те пур. Кашниех шахмата ачаранпах кăмăллать. ЛЮДМИЛА ГРИГОРЬЕВА: «Шахматла выляни пурнăçра питĕ кирлĕ. Шутлама вĕрентет, дисциплинăна çирĕплетет. Ачасене, телефонпа выляса лариччен, шахматла выльăр тесе каласшăн». Турнира краеведени музейĕнче ирттерни ахаль мар. Кунта «Музейре шахматсем» проектпа килĕшӳллĕн экскурси ирттерчĕç. Музейра паллă тухтăрăн Константин Волковăн шахмачĕсем те упранаççĕ. Шахматла выляканăн вăйăра пур пултарулăха кăтартмалла. Ăмăртура пăлăрнă 10 çын çĕршыври паллă гроссмейстерсемпе вылĕç. Авăн уйăхĕнче Шупашкарта Раççей чемпионачĕн суперфиналĕ иртмелле