Асăрхануллă пулăр!
Çулла чылайăшĕ шыв хĕрринче канма кăмăллать. Анчах, шел те, асăрхануллă пулмаллине кашниех шута илмест. Шывра инкек курнă тĕслĕхсен шучĕ ытти çулхипе танлаштарсан кăçал та пĕчĕкех мар. Ачасем вара аслисем кирлĕ пек асăрхаса тăманнипе инкеке лекеççĕ. Çу кунĕсем çав тери хăвăрт иртеççĕ. Кашни хĕвелпе хĕртĕнсе, шыва кĕрсе юлма тăрăшать. Савăнăç парнелет пире ăшă та хĕвеллĕ çу. Анчах та пур чухне те мар. Чăваш Енре кăçал шывра 19 инкек пулса иртнĕ, унта 21 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 3-шĕ – ачасем. Путакансенчен пурте тенĕ пекех юраман вырăнта шыва кĕнĕ. Канмалли кунсенче çеç темиçе хутчен те инкек алăкран шакканă. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Янашкасси ялĕнче 42-çулхи арçын пĕве тĕпне кайнă. Çав кунах Йĕпреç районĕнчи 23 çулти çамрăк вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Муркашри Катăкуй ялĕнче 39-ти арçын та шывра путса вилнĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарти тĕп пляжра çур сехет хушшинче 3 ачана путасран çăлнă. 7 çулхи йĕкĕрешсемпе 13-ри арçын ачана çăлавçăсем вăхăтра шывран кăларнă. Юлашки икĕ уйăхра Чăваш Енри тĕп хулара 15 çынна вилĕмрен хăтарнă, вĕсенчен 11-шĕ ачасем. Çавăнпа та асăрхануллă пулмаллине нихăçан та манас марччĕ. Ишме пĕлмесен шала кĕме ан васкăр. Ун пек чухне инкек юнашарах çӳрет. Çăлавăçсем е аслисем пур вырăнсенче кăна шыва кĕме юрать. Шывăн туратти çук – çакна та асра тытасчĕ