Йывăрлăха лекнисене пулăшар
Луганск тата Донецк халăх республикисенчен килекен хыпарсене Раççейре пурăнакансем хурлăхлă йышăнаççĕ. Чăваш Ен те инкеке лекнисене пулăшма хатĕр. Халĕ тĕп тĕллев – çынсене кĕтсе илесси, вĕсене вырнаçтарасси. Çак ĕçе хутшăнакан пур служба та ĕçе хатĕр. Шупашкарти волонтерсен центрĕнче йывăрлăха лекнĕ çынсем валли пулăшу йĕркеленĕ. Кунта хулара пурăнакансем апат-çимĕç, тăхăнмалли япаласем, теттесем илсе килеççĕ. Шупашкарта пурăнакан Ираида Маркитанова пулăшу центрĕ уçăлнине пĕлсенех лавккана çул тытнă. Кирлĕ таварсене вăл икĕ пысăк хутаç тултарса килнĕ. Хĕрарăм чун-чĕри ыйтнипе ырă ĕç тăвать те. ИРАИДА МАРКИТАНОВА: «Çакăн пек йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшас тесе эпир те аякра юлмарăмăр. Çакăн пек пулăшу çурчĕ уçăлнине илтсенех пĕр-пĕринпе çыхăнса пуçтарăнса килтĕмĕр. Пирĕнтен пысăк пулăшу пултăр. Чăвашсем калашле: «Пур – пĕрле, çук – çурмалла». Йывăрлăх вăл пурин те пулма пултарать». Хула çыннисем çемйисемпе, тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе килеççĕ. Шамбасовсен çемйи теттесем илсе килнĕ. Çак сарă тĕслĕ машинăна 8 çулти Савелий хăй суйласа илнĕ. Арçын ача ăна ăшă хĕвелпе танлаштарть. Пĕчĕккĕ пулсан та тĕнчери лару-тарăва вăл лайăх пĕлет. Пуçтарнă таварсене Луганск тата Донецк халăх республикисенчен килнисене валеçсе парĕç. Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче вырнаçнă волонтерсен центрĕ вырсарникунсăр пуçне кашни кун ирхи 10:00 сехетрен пуçласа 16:00 сехетчен ĕçлет. Ырă ĕçе кашни кăмăл тăвакан тума пултарать. ТАТЬЯНА ТИХОНОВА: «Эпир çынсене чун-чĕререн пулăшма хатĕр, мĕншĕн тесен çынсем инкеке лекнĕ. Эпир вĕсемпе пĕрле. Ку çынсене инкекре хăвармăпăр». Республикăри вĕренӳ институтĕнче вырнаçнă волонтерствăна аталантармалли ресурс центрĕнче те хĕрӳ ĕç пырать. Кунта та пулăшу аллине тăсакансемпе тимлеççĕ. Йĕрке ыйтнă тăрăх, япаласем çĕнĕ пулмалла, хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе йышăнмаççĕ. ОЛЕСЯ ИЛЛАРИОНОВА: «Памятка тăрăх, тĕрлĕ япаласене пуçтаратпăр. Япала çинче бирка тата индивидуаллă упаковка пулмалла». Инкеке лекнисене психологи пулăшăвĕ те кирлĕ, килекенсенчен 30 проценчĕ ачасем пулĕç. Кунта та волонтерсен тӳпи пысăк. Пĕчĕккисен пушă вăхăтне йĕркелессипе аниматорсем палăртса хунă та ĕнтĕ. АНАСТАСИЯ КАПИТОНОВА: «Пирĕн волонтерсем ачасене пулăшма хатĕр. Вĕсем ачасемпе ĕçленĕ тата больницăсенче ачасене пулăшнă. Пирĕн волонтерсем пĕрремĕш пулăшу тата çынсене пулăшма хатĕр. Вĕсем вĕреннĕ больницăра та вĕсен ĕçлеме юрать». Ырă тăвакансен пархатарлă ĕçне нимĕнле виçепе те виçме çук. Вĕсен тăрăшуллă куçĕсенче хавхалану туйăмĕ çуталса тăрать. Эппин, пысăк нушана чăтса ирттересси пĕрре те иккĕлентермест. Елизавета Цветкова, Юрий Марков