Кĕмĕлпе таврăннă
Чăваш Ен ушкăнĕ Атăлçири шкул ачисен йышĕнче иртнĕ баскетбол турнирĕнче палăрнă.Унта Атăлçири 14 регион çамрăкĕ малти вырăна çĕнсе илессишĕн ăмăртнă. Чăваш Республикин чысне Шупашкар районĕнчи Кӳкеçри лицейри Павел Герасимов, Степан Романов, Богдан Кошкин тата Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулти Антон Лушин хӳтĕленĕ. Вĕсен тренерĕ — Иван Ирючкин. Ентешсем Пушкăртри, Мари Элти, Тутрастанри, Пенза облаçĕнчи ушкăнсене хыçа хăварма пултарнă, анчах Самара облаçĕнчи ачасем вĕсене 12:8 шутпа выляса илнĕ. Çапла ентешсем киле кĕмĕл медальпе таврăннă.