Салтаксене хавхалантарса
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене çак тапхăрта çăмăл килмест. Анчах та Раççейре пурăнакансем çак самантра Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансен хуйхине пайлаççĕ, вĕсене çирĕплĕх сунса чунпа пĕрле пулнине палăртаççĕ. Студентсемпе шкул ачисем те мирлĕ пурнăç хакне пĕлеççĕ, салтаксемпе пĕрле пулнине палăртаççĕ. Шупашкарти В. Архипов генерал-майор ячĕллĕ кадет шкулне çӳрекенсем çар пурнăçĕн йывăрлĕхĕсем пирки аван пĕлеççĕ. Хăйсем те яланах çирĕп йĕркене пахăнма хăнăхнă. Раççей салтакĕсемпе вĕсем чунпа пĕрле пулнине палăртса, вĕсене тав туса хавхалантарма кунта ăс пухакансем шкул картишĕнче Z паллине эрешлерĕç. Аслă класс вĕренекенсем çак паллăн пĕлтерĕшне те аван пĕлеççĕ. Кадетсем çирĕп йĕркене пăхăнса пĕрин хыççăн тепри рете тăрса хӳтлĕхшĕн, миршĕн сăнлакан паллăна сăнласа пачĕç. Шкул картишĕнче шăплăхра тăрса салтаксене сума сунине палăртрĕç вĕсем. Студентсем те «хамăррăннисене» хавхалантарма ятарлă акцие хутшăнчĕç. Çамрăксем Çĕнтерӳ паркĕнче пухăнчĕç. Кашниех Раççей, Чăваш Республикин ялавĕсене ялкăштарчĕ. Студентсем те Луганск тата Донецк халăх республикинче вырăс халĕхĕпе пĕрле пулнине палăртса çӳл тÿперен курăнакан паллăсене эрешлерĕç. Çавăн пекех 2014-мĕш çулта Крымпа Севастопольте пурăнакансем Раççĕй йышне кĕнĕ. Çак пулăма паллă туса «Крым çуркунине» кĕтсе илме хатĕрленчĕç çамрăксем. Миршĕн, тăнăç пурнăçшăн, салтаксен хастарлăхĕпе хăюллăхĕшĕн, офицерсен çирĕплĕхĕшĕн. Çак сăмахсем паян çамрăксемшĕн чуна çывăх та чĕререн тухакан сăмахсем пулса тăчĕç