Педагогика университечĕн «çăлтăрĕсем»
Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă, хастар. Çулсеренех республикăри аслă пĕлӳ паракан заведенисенчен вĕренсе тухакан чи маттур çамрăксене чыслаççĕ. Çак ырă йăлана Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те тытса пыраççĕ. Ăслăлăхра, общество ĕçĕнче, спортра, пултарулăхра пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă хастарсемпе Юлия Адюкова репортёр паллашрĕ. Кăçал Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен куçăмлă майпа 568 çамрăк вĕренсе тухать. Иван Яковлев пехилĕпе пĕлӳ пухнă çамрăксем тăтăшах хăйсене ырă енчен кăтартма тăрăшнă. «Чи лайăх вĕренсе тухакан» ята тивĕçекенсен тӳпи вара республикăпа çĕршыв аталанăвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. ЭРБИНА ПОРТНОВА: «Университетра вĕреннĕ вăхăтра эпĕ обществăлла ĕçе хутшăнма тăрăшрăм. Пирĕн факультетра «Лукоморье» текен хаçата ертсе пытăмăр ушкăнпа. Çавăн пекех статьясем çырса та конференцисене хутшăннă. Уйрăлас килмест, пачах та. Тухса кайма самант çитнĕ пулсассăн та халĕ те малалла пурнăçа университетпа çыхăнтарас килет». Пултаруллă яш-кĕрĕмпе пикесем çĕршыв шайĕнчи ăмăрту-конкурсра та республика чысне пĕрре мар хӳтĕленĕ. Çутă «çăлтăрсен» тăрăшулăхне университет ертӳлĕхĕ те яланах тивĕçлĕ хак парса хавхалантарать. ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Паллах, педагогика университечĕн пуласлăхĕ çаксенчен килет. Унăн авторитечĕ, пуласлăхĕ кăна мар, унта килекен студентсен шухăшĕ, çак паянхи вĕренсе тухакан студентсенчен килет. Эпĕ шанатăп, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн малашлăхĕ пур, вĕренӳ ĕçĕ малалла пулать, мĕншĕн тесен педагогика университетне вĕренме килес шухăшлисем нумай». Иккĕмĕш çемье, кил пулса тăнă пĕлӳ çурчĕпе уйрăлма йывăр. Çавăнпах çамрăксенчен чылайăшĕ университет патне хывнă сукмака магистратрура уйрăмĕнче малалла такăрлатасшăн. ВЛАДИМИР ГРИГОРЬЕВ: «Университетра студентсем валли аталанма майсем питĕ нумай: шырав ĕçĕсемпе ытти организаципе. Эпĕ хам 5 çул майлă ĕçлерĕм шырав отрячĕпе. Университет маншăн питĕ çывăх, çавăнпа та эпĕ çак университета магистратурăна вĕренме килесшĕн». Ĕнерхи студентсем халĕ аслă пĕлӳллĕ специалистсем. Çĕнĕ пурнăç тапхăрĕнче вĕсене çĕнĕ тĕллевсем кĕтеççĕ. Апла пулсан та университетра вĕреннĕ вăхăт çамрăксен асĕнче яланлăха тăрса юлĕ. Юлия Адюкова, Игорь Зверев