Добавить
Уведомления

Асăрхануллăрах пулма хистет

Водитель сана ирттерсе ярать-и? Çак ыйтăва çул урлă каçнă чухне çирĕппĕн хуравламалла. Ирттерсе ярсан – каçмалла, ирттермесен – тăхтамалла. Малашне çак сăмахсем каçăсем патне пыракан тротуарсем çинче пулаççĕ. Вĕсем çул урлă каçнă чух асăрхануллăрах пулма хистеççĕ. Малтан сулахаялла пăхмалла, кайран сылтăмалла тинкермелле. Тимĕр ут çук пулсан çул урлă каçмалла. Тĕрĕс каçма ача садĕнченех вĕрентеççĕ, анчах та темшĕн пурте пăхăнмаççĕ çак йĕркене. Çакна çул çинчи инкексем те çирĕплетеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа тимĕр утсем 140 хут çынна таптанă. Вĕсенче 14 çын вилнĕ, 134-ĕшĕ суранланнă. Ачасемпе илес пулсан, кăçалхи ултă уйăхра 24 инкек пулнă. Вĕсенче 27 ача аманнă. Лару-тăрăва шута илсе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин хастарĕсем каçăсем патне пымалли асфальт çине асăрхаттару çыраççĕ. Акцие «Хăрушсăр çулсем» парти проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – çул çинчи хăрушсăрлăха ӳстересси. ОЛЕГ БЕЛОВ: «Çул çӳрев йĕркипе килĕшӳллĕн, çул урлă каçакан тимĕр утсем ăна ирттерсе яраççĕ, çул урлă каçма хăрушлăх çуккине тимлĕ пăхмалла. Çак сăмахсене çырса çул çинче асăрхануллă пулмаллине эпир тепĕр хут аса илтеретпĕр». Хальлĕхе асăрхаттарусене виçĕ çĕрте çыраççĕ. Акцыновсем ячĕпе хисепленсе тăракан ача-пăча ӳнер шкулĕ, Шупашкарти 156-мĕш ача сачĕ тата 2-мĕш пуçламăш шкул çывăхри каçăсем патĕнче. Çак çуртсенчен пуçлани ахаль мар. Кунта ачасем вĕренеççĕ, тимĕр утсем те чылай çӳреççĕ. «Çул – хăрушлăх вырăнĕ» сăмахсене вара асфальт варринех çырса хураççĕ. Пурнăçланă ĕçсем çул çинчи хăрушсăрлăха ӳстерессе, инкексенчен сыхласса шанаççĕ акцие йĕркелекенсем

12+
40 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии