Тавралăха тасатаççĕ

Канмалли кунсенче республикăра «Шыв объекчĕсене сыхласа хăварасси» Раççей проекчĕпе килĕшӳллĕн экологи субботникĕ иртрĕ. Аслă тата вăтам пĕлӳ çурчĕсенче вĕренекенсем «Раççей шывĕ» акцие хутшăнса Сăкăт юханшыв хĕрринче вырнаçнă «Шупашкар» парка тирпейлерĕç. Кӳлемĕш те çӳп-çапран тасалчĕ. Ку вырăнсене ахальтен суйласа илмен – çынсем çыран хĕрринче канма юратаççĕ, хăйсем хыççăн нумайăшĕ тасамарлăх хăварать. Çумăр çуни те хăратмарĕ тирпей-илем кӳрекенсене. Студентсем, депутатсем, ырă ĕç тăвакансем, пуçаруллисем – тавралăха çӳп-çапран тасатма такам та хутшăнчĕ. Çамрăксем михĕсене типĕ туратсем, çулçăсем, кĕленчесем тултарчĕç. Вĕсем кунашкал акцие пĕрремĕш çул çеç хутшăнмаççĕ. Атăл леш енне, хулари парксене тата ытти вырăна тасатнă. – Паян çанталăк лайăх пулмасан та кун пек мероприятисенче эпир хутшăнма хатĕр. Кашни çын мĕнпе те пулин пулăшсан пысăк ĕç пулать. – Юханшыв хĕррине тĕрлĕ савăт-сапа, çатăрка, хут – темĕн те пур. Çакă çутçанталăка сиен кӳрет. Çавна май пурин те тасатмалла. Темиçе сехет уçă сывлăшра ĕçлени сая каймарĕ. Хула урамĕсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Экологи субботникĕнче пурĕ 5 тонна ăпăр-тапăр пуçтарчĕç. Çӳп-çап тасатма пурĕ 200-е яхăн çын тухрĕ. 2014-мĕш çултанпа Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен акцие Чăваш Ен çулсеренех хутшăнать. Пĕлтĕрхи кăтарту тăрăх, Чăваш Республики Раççейри малти 30 регионта тăрать. Хастарсем тавралăха тасатма татах та тухĕç. Унта кăмăл тăвакансем те хутшăнма пултараççĕ. Елизавета Цветкова, Ольга Алексеева, Георгий Кривошеин

12+
17 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии