Çурхи ĕçсем хĕрӳ
«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», – теççĕ халăхра. Çак каларăша ял-хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем пуринчен аван ăнланаççĕ. Паян ял ĕçченĕн ларса-тăма та вăхăт çук. Республикăри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассипе тимлеççĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи «Комбайн» пĕрлешӳ яланах лайăх тупăш туса илме ăнтăлать. Çавăнпа та çурхи тапхăрăн кашни хĕвеллĕ кунĕпе усă курса ĕçсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Эпир те хуçалăхпа çывăхрах паллашас терĕмĕр. Елчĕк тăрăхĕнчи «Комбайн» пĕрлешӳ хире ытти предприятисенчен чи малтан тухнă. Ир пуçласа каçчен техника сасси хирте илтĕнет. Акмалли-турттармалли техника пĕтĕмпех юсавлă та паха. Кунта кашни кунпа тухăçлă усă курса хальхи вăхăтра урпа акаççĕ, кăшт каярах вара ытти пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăна акма пуçлĕç. ГУРИЙ ФЕДОРОВ: «Ытти культурăсене пăхса хăварсассăн, техническая культура теççĕ, эпир рапс акасшăн, эпир 272 гектар планланă, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх тытнă май хуçалăхра 118 гектар çинче кукуруза акса хăварма планлă. Техника çителĕклĕ. Пирĕн техосмотр техникисене вĕçех витĕр кăларнă, патшалăх служби енчен тĕрĕсленĕ». Пӳлмесенче пĕрчĕллĕ йышши культурăсене ятарлă йĕркене пахăнса кашнинех уйăрăммăн упраççĕ. Ку хуçалăхăн тĕш-тыррине республикăри хуçалăхсем çеç мар, ытти регионти предприятисем те пысăка хурса хаклаççĕ. Тутар, Киров тата ытти тăрăхран та туянаççĕ. Усăллă им-çамсене хуçалăхра вăхăтра туяннă май, паянхи кун вăрлăхсене пулăхлатас, ятарлă усăллă минералсемпе пуянлатссипе те йывăрлăхсем çук. МАРГАРИТА МЕЛЬНИКОВА: «Çак пӳлмере урпа вăрлăхĕ упранать. Çак енче пирĕн урпана хальлĕхе ятарлă им-çамсемпе пуянлатман. Вăл пирĕн сарă тĕслĕ. Ятарлă агрегатпа имçамланă хыççăн вара пирĕн урпа варрисем хĕрлĕ тĕслĕ пулаççĕ. Вĕсене ятарлă ядохимикатсемпе пуянлатнă хыççăн вĕсем тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пултараççĕ». Пăрçа, ыраш, урпа, тулă. Çак культурăсене кунта ытларах тимлĕх уйăрççĕ. «Владимир», «Элита», «Суперэлита» вăрлăхсем хăйсен пахалăхĕпе, чир-чĕртен сыхланассипе, çутçанталăк пулăмĕсенчен аван упранассипе тата тухăçне лайăх парассипе уйрăлса тăраççĕ», – палăртаççĕ хуçалăхра. ОЛЕГ КАРСАКОВ: «Урпана эпир «Ламодор» препаратпа протравливать тăватпăр, çавăн пекех тĕрлĕ витаминсем хушатпăр. Вăл ĕнтĕ вăрлăха аксан тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăсенчен сыхлама пулăшать. Çанталăк хальлĕхе пулăшса пырать темелле, ăнса ĕçлесе пыма, çавăнпа та хальлĕхе лайăх ĕçлесе пыратпăр». Тупăш туса илесси паха вăрлăхран çеç мар, çĕре еплерех хатĕрленинчен те килет. Елчĕк тăрăхĕнче хура çĕр яланах тухăçлăхĕпе савăнтарнине палăртаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Тепĕр вăрттăнлах та пур – ĕçе чунтан юратса тата яваплă та вăхăтра пурнăçласан – тухăç пулатех. ПЁТР АНДРЕЕВ: «Паянхи кун хирте 7 техника ĕçлет, 2 агрегат акаççĕ пирĕн. Çынсем лайăх кăмăл-туйăмпа, кăмăллă ĕçлеççĕ, ĕç кун пек кал-кал пырать. Кунне 2 апат çитеретпĕр эпир, киле кайса çӳреместпĕр». Хĕвел тухнă тухманах çĕр ĕçченĕсем хире васкаççĕ. Чылайăшĕ кунта вуншар çул вăй хураççĕ ĕнтĕ. «Çĕр ĕçĕпе аппаланма мĕн ачаранах хăнăхтарнă, çавăнпа çĕре хисеплетпĕр те», – палăртаççĕ кунта вăй хуракансем. НИКОЛАЙ ГОЛОВИН: «Хамра хамăр сума сусан, çĕр ĕçĕнчен ним те лайăххи çук. Пурте çĕрпе çыхăннă, пĕтĕм япала çĕр çинче пулса ӳсет. Ирхине çиччĕре ана çинче пулма тăрăшатпăр, акма тытăнатпăр. Каçпа çиччĕ-саккăрччен акма тăрăшатпăр». АЛЕКСАНДР НИКИФОРОВ: «Мĕнле ĕçлетпĕр ĕнтĕ, çавăнтан килет, техника мĕнле ĕçлет. Иккĕ те, виççĕ те хутласси пулать вăрлăхпа. Ирхине çиччĕрен». Акмалли хатĕре кун-каçа тонни-тоннипе вăрлăх яраççĕ. Çавăн пекех усăллă минералсем хушаççĕ. Пĕтĕмпе хуçалăхра 2 705 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Пĕтĕмĕшле Елчĕк тăрăхĕнче аграрисем 38 966 гектар çĕр лаптăкĕ çинче ял-хуçалăх культурисене акса хăварасшăн